Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕрешỹ» ăмăртăвĕнче

«Кĕрешỹ» ăмăртăвĕнче

Шупашкарти «Волга» стадион никĕсĕ çинче Чăваш Республикин «Кĕрешỹ» чемпионачĕпе ăмăртăвне ирттернĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă.

«Паян спортăн çак тĕсне аталантарса çитес ăрусем валли упраса хăваратпăр. Пĕлтĕр Чăваш Енре кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисем иртрĕç, — тенĕ Олег Алексеевич. — Ăмăртăва чăвашсен кĕрешỹ турнирĕ те илемлетрĕ. Çавăн хыççăн чăваш наци спорчĕ пирки Раççей тулашĕнче те кăсăкланма пуçларĕç».

Пуçласа официаллă майпа йĕркеленĕ ăмăртăва 360 ытла, çав шутран пирĕн округран 26 атлет хутшăннă. Çитĕннисем хăйсем кăна çичĕ виçе категорийĕнче кĕрешнĕ. Медалистсене илес тĕк, Елчĕксен çĕнсе илнĕ вырăн пурĕ улттă. Ылтăн — Евгений Абрамовăн (Çĕнĕ Пăва), кĕмĕл — Давид Сметанинпа (Лаш Таяпа) Денис Ивановăн (Елчĕк). Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш), Давид Крысов (Çĕнĕ Пăва), Роман Иванов (Аслă Шăхаль) — 3-мĕш. Пĕтĕмĕшле кăтартупа округ команди 4-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code