Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни утăм — çĕкленỹллĕ кăмăл-туйă

Кашни утăм — çĕкленỹллĕ кăмăл-туйă

Сентябрь те вĕçленсе пырать, апла пулин те çулла «эстафетăна» пама васкамасть-ха кĕркуннене. Асăннă уйăхăн 21-мĕш кунĕнче округри тĕп лапамра 21-мĕш нацисен кросне хутшăнакансене те ăшă çанталăк кĕтрĕ — 21 градус.

Сывă пурнăç йĕркипе туслисене, вĕсемшĕн «чирлеме» килнисене малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, çăмăл чупу, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ.

Ăмăрту вара 1-4 классенче вĕренекенсен старчĕпе уçăлчĕ. Вĕсем 1000 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Финиша, пĕлтĕрхи пекех, пĕрремĕш Михаил Миллин çитрĕ. Эрне маларах вăл Петр Самсонова асăнса ирттернĕ Лаш Таяпари кросра та тăватă округри спортсменсем хушшинче çĕнтернĕччĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекене çăмăл атлетикăпа туслă пулни те пулăшатех ĕнтĕ. Ун хыççăн медалистсен йышне Савелий Егоркинпа Федор Тимофеев кĕчĕç. Пурте Елчĕк шкулĕнчен вĕсем.

Хĕр ачасенчен асăннă ỹсĕмре пьедестал çине çак шкултанах Злата Карсаковăпа Диана Орлова тата Патреккел шкулĕнче 4-мĕш класра пĕлỹ илекен Мария Петрова (2-мĕш вырăн) хăпарчĕç.

5-8 классенчи арçын ачасемпе хĕр ачасен 2 пин метра парăнтарма тиврĕ. Çĕнтерỹçĕсем: Златăн тетĕшĕ Артур Карсаков (Патреккел) тата Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк). Иккĕмĕш призерсен йышĕнче — Валерия Яковлевăпа (Аслă Елчĕк) тĕрлĕ спорт тĕсĕн хастарĕ Давид Портнов (Елчĕк). Вадим Уркинпа Изабелла Кудряшова — 3-мĕш.

Хĕрĕх çулсенчи тата унтан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсен те кам вăйлăраххине çак дистанцирех кăтартма тиврĕ. Пĕрремĕш ушкăнра чи хастаррисем çаксем: Татьяна Шакова (Аслă Елчĕк), Любовь Владимирова (Ĕнел), Елена Степанова. Елчĕк территори пайĕн чысне хỹтĕленĕ Елена Владимировна хĕрарăмсенчен çулпа чи асли пулчĕ — çывăх кунсенче 68 тултарать. Вăл «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупуран та нихăçан та пăрăнса юлмасть. Çамрăксемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх. Арçынсенчен кунта Патреккел шкулĕн вĕрентекенĕ Георгий Иванов мала тухрĕ. Округ администрацийĕн водителĕ Андрей Смирновпа йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ Виктор Демьянов (Елчĕк шкулĕ) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

Спорт уявĕн чи вăрăм дистанцийĕ — 3000 метр. 9-11 классенче пĕлỹ пухакан хĕр ачасенчен Лаш Таяпа шкулĕнчи Самира Сабитова малтанах пысăк шанăç çуратрĕ, мĕншĕн тесен вăл кăçал округри пĕтĕм ăмăртура выляса илнĕ. Хальхинче та çаплах. Ун хыççăн финиша ăнăçлă вĕçленисем — Диана Куприяновăпа Виктория Мисякова. Яшсен ушкăнĕнче те кĕтменлĕх пулмарĕ: пĕр тăван Романпа Семен Фомкинсем хыççăн Кирилл Немцев 3-мĕш вырăна вĕçертмерĕ.

40 çула çитичченхисемшĕн виçĕ çухрăмлăх çăмăл хушă тесе калаймăн. Хĕрарăмсенчен çăмăл атлетикăра тахçанах хăйĕн ятне пĕлтернĕ Ирина Галкина (Елчĕк территори пайĕ) çĕнтерчĕ. Пьедестал çине юнашар хăпаракан урăх пулмарĕ. Ыйту: округ центрĕнчи ĕç коллективĕсенче унпа тантăшлисем çук-шим? Тĕрĕссипе, чупăва хутшăнаслăх нумай ыйту çуратрĕ…

Арçынсен, атя, хисеп пьедесталĕ тулли пулчĕ. Тăрăм ялĕнчи Тихоновсен спорт династине малалла тăсакан Алексей Тихонов кăçал та çĕнтерỹçĕ. Иккĕмĕш вырăнта суд приставĕн ĕçченĕ Антон Романов, виççĕмĕш — Рауф Багаутдинов (ветстанци).

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи çамрăк тата чи аслă чупуçăсене те палăртрĕç. Вĕсем: Мирослав Вастулов (4 çулта) тата Валерий Петров (84 çулта).

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе чысларĕç. Хавхаланупа çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм вара кашнинех тивĕçрĕ.

Шухăш

Татьяна ШАКОВА, Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ:

— Нацисен кросне хутшăнмасăр эпĕ пĕрре те юлман. Кăçал, май пулнă таран, ятарласа хатĕрлентĕм те. Çулла севок ани çинче ĕçлени те вăй-хала çирĕплетме пулăшрĕ пулĕ. Ĕçе çуран çỹреме тăрăшатăп.

Н.ФЕДОРОВ.

Сăн ỹкерчĕкĕсем Елена Петрован.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code