Чăваш тĕррин кунĕ умĕн Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче паллă ал ĕç ăстине Екатерина Ефремовăна халалласа курав уçăлнă.
Экспозицире унăн тĕррисем кăна мар, 100 ытла графика ĕçĕ те. Вĕсене тушьпа е акварельпе ỹкернĕ. Шел, эскизсемпе хатĕрленĕ ĕçсен ытларах пайĕ упранса юлман. Е.Ефремова халăх ансамблĕсем валли те костюм эскизĕсем хатĕрленĕ. Унăн коллекцийĕ кунти музей фондĕнче упранать.
Аса илтеретпĕр: чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Çак кун паллă тĕрĕçĕ Е.Ефремова çуралнă.