Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.А.Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Раççей Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11 «к» класра вĕренекен Елизавета Игоревна МОЛОДОВА ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Раççей Чăваш пики — 2024» конкурсра вице-мисс титулне çĕнсе илнĕ.

