Çирĕм пĕр çула çитичченхи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Енри ăмăртăвĕнче Сергей Александров тренер-преподавателĕн вĕренекенĕ Денис Иванов палăрнă.
Елчĕк каччи 70 кг атлетсен финалĕнче хăйĕнпе тупăшакана пĕр очко (6:7) çеç выляса янă, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Çакă ăна нарăсра Атăлçи федераци округĕн чемпионатне хутшăнма ирĕк парать. Денис пĕлтĕр спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнăччĕ. Савăнăçлă лару-тăрура ăна çакна çирĕплетекен разряд кĕнекине панă.

