Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Миссие чыслăн пурнăçлаççĕ

Миссие чыслăн пурнăçлаççĕ

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче Раççей салтакĕсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса кунсерен ял хыççăн ял ирĕке кăлараççĕ. Çĕнтерĕве çывхартма вĕсене тĕрлĕ регионсен, çав шутра Елчĕк тăрăхĕн ĕçчен халăхĕ те хăйĕн пулăшăвне тăсаççĕ. Çавна май эпир Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Сергей Юрьевич, Сирĕн шухăшăрпа калаçăва мĕнлерех ыйтуран пуçласан вырăнлă?

— «Аякран», Украинăри чылай çул каяллахи пулăмсенчен пуçлани тĕрĕсрех пулĕ. Унти влаçăн вăйсăрлăхне кура «Правый сектор», «Азов» тата ытти неонацистла юхăмсем пуç пулса тăчĕç, «Майдан» йĕркелесе çĕршывăн конституци стройне аркатрĕç. Паллах, ун чухне паянхи хирĕç тăру патне илсе çитернинче АПШпа Европа «вут хумасăр» пулман.

Тăванла славян çĕршывĕнче вырăссене хирĕçле пропаганда машини еплерех ĕçленине те пĕлетпĕр. Культура еткерлĕхĕ хăйĕн нумай паха енĕсене çухатрĕ: вырăс чĕлхине чарса лартрĕç, Аслă Аттелĕх вăрçă историне тỹнтерлĕхе çавăрчĕç, çар пуçĕсен палăкĕсене ватрĕç, чиркỹсене тапăнчĕç… Чи хăрушши — вăрçă пуçарни.

Анчах тĕрĕслĕх пирĕн енче. Мире юратакан Раççей халăхĕ нихăçан та тăшман мăшкăлĕ пулман, пулмĕ те.

— Часах Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Ăна хăйсен харсăрлăхĕпе тылрисем те çывхартнă. Ятарлă çар операцийĕнче те паян пирĕн салтаксем пулăшăва туйса тăраççĕ.

— Çапла, фронтпа тыл пĕрлĕхĕн çирĕплĕхĕ хуть те хăçан çĕнтерỹ никĕсне хывнă. Хальхи тапхăрта та эпир ялсенче пурăнакансен тăрăшулăхне курса ĕненетпĕр. Маскировка сетки е чăлха-нуски çыхса, окоп çуртисем хатĕрлесе, апат-çимĕç пухса пани — пĕтĕмпех çĕнтерỹ валли. Генератор, бензопăчкă, квадрокоптер, пит шăлли, хăма таврашĕ… Нимĕн те ытлашши мар унта. Салтаксене чи кирлипе тивĕçтерессипе «Елчĕк паттăрĕсем» телеграм-каналти ушкăн питĕ пысăк ĕç туса пынине те пĕлетĕп. Чăн-чăн штаб! Тавах вĕсене, малашне те ăнăçу сунатăп.

Гуманитари конвойĕпе час-часах çула тухакансене уйрăммăн тав тăватăп. Эсир пурнăçлакан ĕç — чăн-чăн паттăрлăх.

— Сергей Юрьевич, пирĕн округран контракт мелĕпе службăра тăракансем те сахаллăн мар. Вĕсемпе пĕрлешес кăмăллисем патне мĕнле информаци çитерме пултаратăр?

— Контракта 1, 3, 5 çула çырма пулать. Ку ыйтупа çак адрессемпе çыхăнмалла: Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕ, Комсомольски ялĕ, Канашская урам, 37, тел.:8(83539)5-12-43; Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ, Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, 16, 3-мĕш хут, тел.: 8(83549)2-53-81.

Çак документсене тăратмалла: автобиографипе анкета, паспорт, çар билечĕ (пулсан), мăшăрланни тата ачасем çурални çинчен калакан свидетельствăсем, вĕренỹ çинчен калакан документсем, ИНН, СНИЛС, банк реквизичĕсем.

Ытти тăрăхри çынсем пирĕн е урăх регионпа та контракт йĕркелеме пултараççĕ. Пулас салтакăн суйлав пунктĕнче психологпа уйрăм калаçу витĕр, комиссариатра медосмотр тухмалла, контракт çырмалла, предписани илсе служба вырăнне тухса каймалла.

— Вулаканăн, паллах, контрактниксене пырса тивекен çăмăллăхсем пирки те пĕлес килет ĕнтĕ.

— Раççей Патшалăх Думин 2024 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшỹллĕн СВОна хутшăнакансен тата вĕсен мăшăрĕсен тăсăлса кайнă кредичĕсене 10 миллион тенкĕ таранччен каçарма пултараççĕ. Кунта çакна шута илмелле: кредит 2024 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен илни, контракт вара çакăн хыççăнхи пулмалла.

Тепĕр çĕнĕлĕх: мобилизаци е контракт йĕркипе служба срокĕ вĕçленсен кредит тỹлемелли тапхăра 30 мар, 180 куна тăснă.

СВОна хутшăнакана тата унăн çемье членĕсене (мăшăрĕ, çула çитмен ачисем) пĕр объектшăн (çурт, хваттер, пỹлĕм е гараж) налук тỹлессинчен хăтараççĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçисен ачисене шкулсене тата ача сачĕсене черетсĕр илме, аслă шкулсенче бюджет майĕпе вĕренме ирĕк пур. Тỹлевлĕ уйрăмра вĕренекен те куçма пултарать унта.

Контракт çыраканăн, аса илтересшĕн, пĕр хутчен парăнакан сумми 2 миллион та 500 пин тенкĕпе танлашать, çав шутран Чăваш Енĕн тỹпи 2 миллион та 100 пин, Раççей Федерацийĕн — 400 пин тенкĕ. СВО территорийĕнче — уйăхсерен 210 000 тенкĕ е ытларах тỹленет. Ку вăл должноçран килет.

Çак пулăшу мелĕсем 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен контракт çырнисене пырса тивеççĕ.

Тăван çĕршыва хỹтĕлесси — аслă мисси. Пирĕн офицерсемпе салтаксем ăна чыслăн пурнăçлаççĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, малашне те тĕрлĕ енлĕн пулăшса пырăпăр.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code