Округри шкул ачисен вăтам ушкăнĕ Вăрнарти «Кристалл» пăр керменĕнче республикăри «Ылтăн шайба» турнирта вăй виçнĕ.
Турнирăн икĕ тапхăрĕнче те пирĕннисем ыттисене нимĕнле шанăç та паман. Вĕсем финал çулĕ çинчен Тăвай (7:0), Канаш (3:0), унтан Çĕмĕрле (11:0), Çĕрпỹ (7:1) округĕсен командисене пăрса хăварнă. А.Адюков, В.Иванов, Ю.Рахмуллин тренерсем ертсе пыракан команда вырсарникун Пушкăртстанри Салават хулинче уçăлакан çĕршыври турнирта Чăваш Ен чысне хỹтĕлĕ.

