Ульяновск. Йывăр атлетсен регионсем хушшинчи ăмăртăвĕнче ултă республика командисем вăй виçнĕ. Чăваш Ен чысне Елчĕксем хỹтĕленĕ. Александр Портновпа Борис Клементьев тренерсен вĕренекенĕсем — Андрей Вишнев, Матвей Горшков, Герман Романов, Дения Барткавичюс ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ.
Шупашкар. Армрестлинг чемпионатĕнче ентешсем 3-мĕш вырăн йышăннă. Карина Кириллова (Тĕмер), Мария Цветкова (Курнавăш), Павел Яшин (Кỹлпуç) — çĕнтерỹçĕсем. Мария çавăн пекех «2024 çулхи чи лайăх юниорка» номинацин Дипломне тивĕçнĕ.
Çĕрпỹ. Республикăри ялти спорт вăййисенче 3-мĕш çул Кĕçĕн Таяпари Бориспа Вадим Головинсем палăрнă. Механизаторсен ăмăртăвĕнче вĕсемпе танлашакан пулман. Иккĕмĕш кунхине, йĕлтĕрçĕсен чупăвĕнче те. Кунта Вадим 1-мĕш, ашшĕ — 2-мĕш.
Елчĕк. Шăматкун «Улăп» ФОКра çын нихçанхинчен нумай пулнă. Вĕсем «Елчĕк» тата «Чăваш Ен» командисен регбол вăййине курма килнĕ. Вĕсене тата спортсменсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ытти официаллă çынсем саламланă, асăннă спорт тĕсĕн активисчĕсене Хисеп хучĕсемпе чысланă. Баскетболпа ирĕклĕ мел кĕрешĕвĕ хутăшлă тупăшура Елчĕксем çĕнтернĕ.
х х х
Кунтах кăнтăрла ГСВГ ветеранĕсен тата вĕсен çемйисен спартакиади иртнĕ. Спортăн тăватă тĕсĕнче çаксем «ылтăнлă» пулнă: Борис Тябуков, Антонина Осипова, Владислав Сазонов, Людмила Анисимова, Дамир Валиев. СВО салтакĕсене пулăшу паракан Юрий Галкина, Валерий Падуева «49 лет на защите передовых рубежей нашей Родины» медальпе чысланă.
Кушкă. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Аслă Çĕнтерĕве халалланă 20-мĕш уçă турнирне 7 округпа 2 хулари атлетсем хутшăннă. Тĕп йĕркелỹçи тата спонсорĕ — тĕп хулари «Телерадиосервис» АХО тĕп директорĕ Николай Баринов. 133 кĕрешỹçĕрен пирĕннисенчен пьедесталăн «ылтăн» пусми çине Кирилл Александров (Тỹскел), Герман Кириллов, Денис Иванов (Елчĕк) хăпарма тивĕçнĕ.
Яманчỹрел. Çĕршыв хỹтĕлевçин кунне тĕпе хурса хĕрỹ точкăсенче пуç хунă ентешсене асăнса хоккеистсен черетлĕ турнирне ирттернĕ. Пилĕк коллективран «Лаш Таяпа» хоккей клубĕ мала тухнă. Командăри Артем Князев «Чи лайăх хапхаçă» ята тивĕçнĕ. Арина Сергеевăна (Яманчỹрел) «Хоккея юратнăшăн» призпа хавхалантарнă.
Тăрăм. СВОра паттăрла пуç хунă Сергей Дементьева асăнса тата унта хутшăнакан территори пайĕнчи çамрăксен ячĕпе юр çинче мини-футбол вăййисене йĕркеленĕ. Тăватă командăран кил хуçисем çĕнтернĕ. «Тăрмăш», «Анатри Тимеш» — призерсем. Сергей Унгаров, Тихон Волков, Михаил Михайлов, Кирилл Филиппов, Матвей Волков уйрăм номинацисенче палăрнă.

