Республикăра аслă ăрурисем хушшинче финанс пĕлĕвне сарас тĕлĕшпе онлайн-занятин çуркуннехи сессийĕ старт илнĕ.
Раççейĕн Чăваш Енри Социаллă фончĕн уйрăмĕ регионти халăхăн финанс тата пенси пĕлĕвне ỹстерес енĕпе тимлет. Куçăмсăр уроксем ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырĕç. Çак таранччен 5 вебинар ирттернĕ те ĕнтĕ, вĕсене 110 çын ытла хутшăннă. Пĕтĕмпе 88 мероприяти кĕртнĕ плана.
Занятисен расписанийĕ Социаллă фондăн уйрăмĕн сайтĕнче паллă: pensionfg.ru.

