Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕклĕ Шăхальсем вăйлăрах

Çирĕклĕ Шăхальсем вăйлăрах

Округри арçынсен спорт фестивалĕ вырăнти историне кĕрсе юлнă ĕнтĕ. Ăна совет самани тапхăрĕнче КПСС райкомĕн II секретарĕ Клавдия Леонтьева, физкультурăпа спорт тата халăхăн сывлăхне çирĕплетессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Николай Адюков пуçарăвĕпе ирттерме тытăннă. Черетлĕ — Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă массăллă мероприятие эрне каялла йĕркелерĕç.

Кăçалхи фестиваль ытти çулхисенчен уйрăлса тăчĕ: командăсен йышне шкул ачисемпе студентсене кĕртме ирĕк панă. Вĕсем сакăр тĕрлĕ ăмăртупа конкурсра хăйсен вăй-халне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕç.

Спорт уявне шывра ишекенсем уçрĕç: 35 çула çитичченхисем 50 метра, унтан аслăраххисем 25 метра ишсе эстафетăра тупăшрĕç. Кунта чи вăйлисем — Çирĕклĕ Шăхальсем, Лаш Таяпасемпе Кĕçĕн Таяпасем призерсен йышĕнче.

Арçынсен ăмăртăвĕ пăшалтан пемесĕр мĕнле ирттĕр? Çирĕклĕсен представителĕ кунта командăна каллех мала кăларчĕ. Сергей Перепелкин, 50 очко пухма май пур çĕртен, 39 пуçтарнă. Аван кăтарту. Ял старости, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ ырă тĕслĕхпе палăрни питĕ паха. Елчĕкри Илья Московскин 25 очко, Кушкăри Ярослав Тихоновăн — 24.

Автомата салатса пуçтарассинче камсем тупăшĕç? Паллах шкул ачисем. Пулас салтаксенчен Курнавăшри Ярослав Мартышкин (вăхăчĕ — 27.72 çеккунт) — чи пултарулли. Денис Вороновпа (Тĕмер, 28.51) Вадим Ермолаевăн та (Яманчỹрел, 29.96) хĕпĕртеме сăлтав пур: призерсем.

Армрестлингра кĕрешỹ икĕ виçе категорийĕнче иртрĕ. 75 кг çитичченхинче Аслă Елчĕкри Даниил Волков мала тухрĕ. Çамрăк ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ иккен. Командăна пысăк пулăшу кỹчĕ вăл. Аслă Таяпари Валерий Медведевпа Кушкăри Богдан Пыркин 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. 75 кг йывăртарах виçере призерсен йышне Павел Архиповпа (Аслă Шăхаль) Денис Портнов (Кĕçĕн Таяпа) кĕчĕç. Спорт мастерĕн кандидачĕ Сергей Солин (Тĕмер) вара — çĕнтерỹçĕ. Унăн ывăлĕ Никита турник çинче 19 хутчен туртăнса ылтăн медальлĕ тата парнеллĕ пулчĕ. Лаш Таяпари Егор Матвеевăн икĕ пусăм сахалтарах, Александр Тремзинпа (Кĕçĕн Таяпа) Сергей Горшков (Аслă Елчĕк) спорт ветеранĕ 14-шар хутчен туртăнчĕç — виççĕмĕш.

Баскетбол мечĕкне çаврашкана ывăтса кĕртессипе Аслă Пăла Тимешри Богдан Козлова çитеймерĕç. Вуннăран 6 очко пухрĕ вăл. Ун хыççăнхи вырăнсенче — Валерий Архиповпа (Елчĕк) Матвей Петров (Тỹскел).

Дартс вăййинче пьедестал çине çак йĕркепе хăпарчĕç: Кушкăри Станислав Шавкин (490 очко), Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Виталий Краснов (375 очко), Аслă Елчĕкри Николай Соснов (357 очко).

Чи кăсăкли, паллах, канат туртасси пулчĕ. Пĕтĕм тупăшăва ăнăçлă вĕçлесе Çирĕклĕ Шăхальсем малти вырăна йышăнчĕç. 2-мĕш позицире — Елчĕксем, 3-мĕш — Кĕçĕн Таяпасем.

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе Çирĕклĕ Шăхаль террритори пайĕн команди ыттисене чылай кая хăварса кубока çĕнсе илчĕ. Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем — призерсем. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, ашшĕсен округри канашĕн ертỹçи Владимир Николаев уйрăм спортсменсемпе командăсене чысланă май, спорт фестивалĕн пĕлтерĕшĕ хальхи тапхăрта уйрăмах пысăк пулнине, туслăхпа пĕрлĕхе çирĕплетме пулăшнине палăртрĕç. Шкул ачисен юрри-ташши те пуçтарăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ.

Уяв парнесемсĕр иртмерĕ те, çавăнпа спонсорсене те пĕлтĕр вулакан. Вĕсем: Андрей Воробьев, Алексей Лакачов, Андрей Мисяков, Сергей Московский, Андрей Теллин.

Çитес çулхи спорт фестивалĕ хĕрарăмсен тивлечĕпе иртĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code