Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăсăкланса паллашаççĕ

Кăсăкланса паллашаççĕ

Пирĕн регион çĕршывăн тĕп хулинче «МIТТ-2025» куравра республикăри туризм объекчĕсемпе паллаштарнă.

Пĕтĕм тĕнчери туризм тата хăна индустрийĕн куравне пырса курнисем Чăваш Енĕн культурипе, наци апат-çимĕçĕпе кăсăкланса паллашнă. Фестиваль хăнисене уйрăмах «Раççейĕн симĕс ылтăн», фейерверксен «Асамат», Çырла фестивалĕсем килĕшнĕ. Çавăн пекех медицина тата санаторипе курорт объекчĕсемпе кăсăкланакан йышлă пулнă. «Çакăн евĕр куравсем туризм аталанăвне хăват параççĕ, çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме пулăшаççĕ», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code