Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх ăсĕпе пурăнмалла мар-тăр

Выльăх ăсĕпе пурăнмалла мар-тăр

Çỹп-çап ыйтăвне çине-çинех çĕкленипе çапла калаттарать те, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрне сăмахпа «тăн» кĕртни те, хаçатра çырни те ниепле те витереймест.

Çурхи кунсенче пĕтĕм тасамарлăх куç умне тухать. Ун çумне хальхи тапхăрта пăрахăнакан çỹп-çап тĕркемĕсем те хутшăнаççĕ. Автоçулсен хĕрринче курăна пуçларĕç ĕнтĕ вĕсем. Ялсен хĕррисенче пĕчĕк свалка йĕркеленĕ тĕслĕхсем те пур, вĕсем мăнна çаврăнасса кĕтме çук-и? Кил-хуçалăхри тирпейлĕхшĕн хыпса çунакансем контейнер площадки тĕлне пĕлмеççĕ, ахăр. Вырăнсенчи яваплă ĕçченсен ял çыннисемпе профилактика ĕçĕсем ирттермеллех. Халĕ экологи субботникĕ пуçарма та шăпах вăхăт.

Уйрăм нĕрсĕр ỹкерчĕк пирки те палăртса хăварасшăн. Елчĕкри кирпĕч завочĕ тахçанах ĕçлемест пулин те, вăл еннелле юрлă-çурлă тапхăрта та çăмăл машинăсемпе çул хывакансем сахаллăн мар. Ăпăр-тапăрĕ те пуçтарăнать çапла çул айккинче. Пĕр вырăнта вара телевизор кăшкарĕсен тата ытти япалан купине куратăн. Ку пулăмпа Елчĕк прокуратури кăсăклансан айăплине пуçĕнчен шăлмаççех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code