Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Канма вăхăт çукпа пĕрех»

«Канма вăхăт çукпа пĕрех»

Раççей салтакĕн «Кам пирĕн çине хĕçпе килет — хĕçрен вилет» паттăрла каларăша ĕмĕрсен тăршшĕнче миçе хутчен пурнăçлама тивнĕ-ши? Çав шутра Хăвăлçырма ялĕнчи тĕрлĕ çулсенче çут тĕнчене килнисем те. Çĕр ытла хуçалăхлă ялтан Афган вăрçине кăна 14 çамрăк хутшăннă. Çурçĕр Кавказри хирĕç тăру витĕр тухнисем — 5-ĕн. Паян ятарлă çар операцийĕнче нацизма тĕп тăвассишĕн 11 çын çапăçать.

Хальхи паттăрсен йышĕнчи Сергей Галкинăн çар опычĕ малтанах пулнă тесен те тĕрĕс. Ялти вăтам шкула пĕтерсен вăл Канашри 16-мĕш номерлĕ СПТУра газоэлектросварщика вĕреннĕ. Çапах та килĕшекен профессипе ĕçлеме ĕлкĕреймест — çара кайма ят тухать.

Ял хастарĕ, хĕрарăмсен вырăнти канашĕн ертỹçи Зинаида Михеева пире Сергей отпуска килнине пĕлтернĕ май унпа тĕл пулас кăмăл çуралчĕ. Шăпах салтак амăшĕ, Галина Варсонофьевна çуралнă кун пултăмăр вĕсен килĕнче. Пĕр кун маларах, Аслă мăнкунра, ывăлĕ 46 çул тултарнине кĕтсе илнĕ.

— Йăлтах каласа парас пулсан санăн икĕ блокнот та çитес çук, — мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсен хуравларĕ салтак.

Калаçу икĕ çуллăх сроклă служба аса илĕвĕнчен пуçланчĕ. Вĕсен разведка управленийĕ Курск облаçĕнче вырнаçнă. Кăнтăр Осетире хирĕç тăру пуçлансан контртеррористла операцисене хутшăннă.

— 1998 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче пире черетлĕ приказ пачĕç: «Боевиксен вырăнне тупса палăртмалла». Çур çĕр иртсен 1 сехетре вунпĕрĕн çула тухрăмăр. Сахал кайрăмăр-и, нумай-и — вĕсен умнех çитсе тăтăмăр. Иккĕленсе тăма çук, çапăçу пуçартăмăр. Тăшмана тĕп тунă хыççăн вĕсен хушшинче хохолсем, прибалтсем пулни те паллă пулчĕ. Ĕç-пуç «шалалла» кĕрсе кайиччен каялла тапса сикрĕмĕр. Хамăрăн позицине çитсен пирĕн сержант доклад турĕ те, командир: «Приказа пурнăçламан!» тесе пат татса хучĕ. Пирĕн çапăçăва кĕмелле пулман çав. Пурне те пĕр пек наказани пачĕ.

2023 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сергей Галкин хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнать. Ку шухăш патне епле килсе тухнине çапла ăнлантарчĕ вăл:

— Пирĕн тăвансенчен çамрăклах вăрçă витĕр тухнисем сахал мар. Николай Иосифович, Александр Константинович, Валерий Аркадьевич Галкинсем Афганистанра пиçĕхнĕ. Аннен шăллĕсем, Кỹлпуçĕнчи Вячеславпа Леонид Савиновсем те, çав ушкăнранах. Аслă кукка, Владимир, аслă прапорщик званипе 20 çул танк полкĕнче службăра тăнă.
Ульяновскри легендарлă Кутузов орденĕллĕ 31-мĕш уйрăм гварди сывлăш десанчĕн бригади йышĕнче çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Луганск облаçне ăсатаççĕ. Унта хатĕрленỹ иртет. Икĕ эрнерен Счастье хули çывăхĕнче пуçласа нацистсем çине пырса тухнă — Кăнтăр Осетири «сценари» евĕрлех. Анчах хальхинче ăнăçушăн тав тунă çеç.

«Бес» чĕнỹллĕ хỹтĕлевçĕн аса илĕвĕнче Херсон облаçĕнчи Крынкишĕн пынă çапăçусем тĕп вырăн йышăнаççĕ- тĕр. Вĕсен 328-мĕш десант-штурм роти 9 уйăх штурмланă ăна. 2024 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче ял вĕсен аллине куçнă. Икĕ енчен те çухатусем пĕчĕк пулман çав тапхăрта. Салтак куççульне пытарайманнинче те паллă пулчĕ çакă. Хăй унта чĕркуççирен аманнă. Чылайăшне патшалăх наградисемпе чысланă. Сергей Галкин рядовоя та Паттăрлăх орденне пама тăратнă, анчах ăна вăл паянхи кун та кĕтсе илеймест. Çав вăхăтрах «Хăюлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана», «Сывлăш-десант çарĕнчи службăшăн» медальсене те «илемлĕ куçсемшĕн» паман паллах.

Чăваш ачи малтанах гранатометчик пулнă, кайран, сроклă службăри пекех, снайпера куçарнă.

— Снайпер валли ĕç тупăнсах тăрать-и?

— Тăтăшах темелле, — тет вăл. — Пирĕн, тĕрĕссипе, канма вăхăт çукпа пĕрех. Пĕррехинче умлă-хыçлă икĕ француза шаплаттартăм. Вĕсене тумтирĕсем çине çĕлесе хунă пусма татăкĕсенчен уйăрса илтĕм. Оптикăпа 600 метртан та аван курăнать те. Операцие вĕçлесенех урăх вырăна, сахалтан та 50 метра, куçмалла. Икĕ-виçĕ минутранах эсĕ выртнă лаптăка асар-писер çунтарма пултараççĕ.

Сергей Петрович палăртнă тăрăх, сисчĕвлĕх, асăрханулăх ялан кирлĕ. Юрĕ, çỹлелле тăтăш пăхмасан та, унтине илтме пулать. Çĕр çинче вара кашни утăмрах темĕнле «сюрприз» кĕтме пултарать сана. Тăшман дронĕсем алă чăмăрĕ пысăкăш «шăнкăрав» текен минăсем пăрахса хăвараççĕ. Асăрханмарăн пулсан — урасăр юласси куç кĕрет.

Йăла условийĕсем пирки сăмах пуçарсан, Сергей «блиндажпа аппаланма вăхăт çук», терĕ. Ку тĕлĕшпе çуртсен путвалĕсемпе усă курма питĕ меллĕ иккен. Апат-çимĕçне унта хамăрăн аманнă салтаксем хатĕрлеççĕ.

Десантниксем халĕ Днепр юхан шывĕн сулахай енче. Хирĕçре — боевиксем. Малаллахи куçăма йĕркелессине командирсем татса парĕç. Салтак вара кирек мĕнле задание те пурнăçлама хатĕр. Тĕрлĕ наци çыннисемпе — азербайджансемпе, эрменсемпе, туркменсемпе пĕрле тăшмана хирĕç çапăçни çĕнтерỹ шанăçне пушшех ỹстерет.

…Галкинсен пỹртĕнче тирпейлĕ, хăтлă, кашни япала хăй вырăнĕнче. Кил хĕрарăмĕн алă çыпăçулăхĕн тĕслĕхĕ ку. Трельяжри портретсемпе юнашар питĕ нумай медаль çакăнса тăрать. Вĕсене Сергейăн аслă ывăлĕ Владислав çĕнсе илнĕ. Ытларах округра иртнĕ кире пуканçăсен турнирĕсенчен. Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академийĕн МЧС уйрăмĕнче вĕренекенскер халĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹрет. Унăн пулас профессийĕнче спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче ăсталăха туптани кирлех. Станислав Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕлỹ илет.

Галкинсен çемйинче 3 хĕрпе 3 ывăл çуралса çитĕнсе тухнă. Галина Варсонофьевнан хỹттинче халĕ — икĕ мăнукĕ.

Салтак амăшĕ хăйĕн ĕçлĕх çулĕсене «Мир» колхозра пăру пăхакан пулса ирттернĕ. Унăн хастарлăхне çирĕплетекен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те сахал мар. Паян кил-хуçалăхра йышлă чăх-чĕп усраса канăçлăх тупнă.

Николай МАЛЫШКИН.
Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code