Пĕтĕм Раççейри «Раççейри ĕç. Пысăк майсен вăхăчĕ» ĕç ярмăрккин регионти тапхăрĕнче ĕç шыракан 1,7 пин ытла çын ĕçе вырнаçмалли сĕнỹсем илнĕ.
Асăннă мероприятие Чăваш Енре пурăнакан 4811 çын хутшăннă. 146 ĕç паракан 8749 вакантлă ĕç вырăнĕ сĕннĕ. Ĕç шыракан 1753 çын сĕнỹсем илнĕ.
Ярмăрккăна килнисем ăсталăх сехечĕсене, профориентаци вăййисене хутшăннă, кирлĕ профессисен экспозицийĕпе паллашнă, çавăн пекех ĕçе вырнаçас тата карьера тăвас енĕпе консультацисем илнĕ. СВОна хутшăнакансем валли ятарлă локаци пулнă.
Ярмăрккăн федераци тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртмелле, вăл «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртет.

