Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акцие хутшăнар

Акцие хутшăнар

Чăваш Енре «Пĕчĕк юхан шывсемпе пĕве-кỹлле упрамалли пĕрлехи кунсем» пысăк пĕлтерĕшлĕ экологи акцийĕ пырать.

Тăван тавралăх «сывă», таса та илемлĕ пуласси шăпах пĕчĕк юхан шывсенчен килет. Пысăк юхан шывсем пĕчĕккисенчен пуçланаççĕ, тинĕсе юхса кĕреççĕ. Пурнăç пахалăхĕ те шыв пахалăхĕнчен нумай килет. Атăлпа Сăрсăр пуçне пирĕн республикăшăн пĕчĕк юхан шывсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Пасна, Киря, Пăла, Выла, Ункă, Енĕш, Кăкшăм тата ыттисем Чăваш Енре пурăнакансемшĕн питĕ хаклă. Ял çыннисем вĕсен шывĕпе усă кураççĕ анчах мар, илемĕпе киленеççĕ, юхан шывсен хĕрринче канаççĕ.

Тавралăха илем кỹресси, тасатассипе упрасси хальхи вăхăтри çав тери çивĕч ыйтусен шутĕнче. Çакна шута илсе юхан шывсемпе çыран хĕррисене çỹп-çапран, ăпăр-тапăртан тасатма республикăра пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Çаксем пĕчĕк ĕçсем анчах пулин те, вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code