Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçĕ пархатарлă та сăваплă

Ĕçĕ пархатарлă та сăваплă

Ватлăхра шăпа çынна темĕн патне те илсе çитерет. Пĕри мăшăрсăр, ачи-пăчисĕр хăр тăлăха тăрса юлнă. Тепри вара ачи-пăчи пур çинчех пĕчченлĕхре асапланать. Хăшĕсем тĕрлĕ сăлтава пула çамрăк вăхăтра çемье çавăрайман пирки ватлăхра пĕр пĕччен кун кунлаççĕ. Юрать, çавнашкал мучисемпе кинемейсем валли патшалăх ялсемпе хуласенче социаллă пулăшу центрĕсем уçнă. Вĕсем асаплă шăпаллă ватăсене хăйсен хỹттине илеççĕ.

Канаш районĕнчи Сиккассинчи ветерансен çурчĕ 1992 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Халĕ унăн ячĕ — Сиккассинчи стационар уйрăмĕ. Ăна нумай çул хушши Елчĕк округĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Ирина Николаевна Данилова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Муллина) ертсе пырать.

Ирина Данилова Сиккасси ялĕнче хĕрĕх çул ытла пурăнать. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан ăна направленипе хамăр районах — Елчĕке янă. Виçĕ çул тăван ялта фельдшерта ĕçленĕ вăл. «Медик профессине эсир кама та пулин курса вĕрентĕр пулĕ?» — тесе ыйтни çине хĕрарăм çапларах хуравларĕ:

— Манăн анне, Нина Тимофеевна Муллина, 47 çул фельдшерта ĕçленĕ. Вăл маншăн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Пурнăçра эпĕ ун пек пулма тăрăшнă, çавăнпах 8-мĕш класс хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кайрăм.

Ку професси ертỹçĕне ĕçре те пулăшать — пĕрмаях васкавлă пулăшу машинине чĕнейместĕн вĕт.

Ирина Николаевнăн ĕç стажĕ — 44 çул.

Ватăсем стационар уйрăмĕнчи пурнăçпа кăмăллă. «Кунта пире тăватă хут апатлантараççĕ, питĕ лайăх пăхаççĕ, вăхăтра мунча кĕртеççĕ. Пирĕншĕн социаллă ĕçченсем анне пекех», — теççĕ вĕсем.

Стационар уйрăмĕнче 3 соцработник тăрăшать. Палăртма кăмăллă: социаллă пурнăçпа ĕç сферинче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата тунă çитĕнỹсемшĕн Ирина Николаевнăна Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе Ирина Данилова Чăваш Автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа асăну медальне тивĕçнĕ. Хисеп грамотисем Ирина Николаевнăн пурĕ аллă тăваттă!

Хăйĕн пархатарлă та сăваплă ĕçĕнче ырми-канми тăрăшакан Ирина Николаевнăна ырлăх-сывлăх, пурнăçĕнче телей сунар!

Василий ЛАПИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code