Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ 2024-2025 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, чи лайăх ĕçлекенсене палăртнă. Вĕсене округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысланă:
«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ирина Зиноновна КУКУРУЗОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетнĕ кашни ĕнерен 10650 килограмм сĕт сунă.
«Победа» сахал яваплă обществăри Марина Анатольевна СТОЛЯРОВА мăйракаллă шултăра выльăх самăртакана. Вăл пăхакан выльăхсем пĕр талăкра 1250 грамм ỹт хушнă.
Акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Ирина Борисовна МАРТЕМЬЯНОВА сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан сыснасем пĕр талăкра 763 грамм ỹт хушнă.

