Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăрăн депутата — тав!

Хамăрăн депутата — тав!

«Пултаруллă çын пĕтĕм енĕпе пултаруллă» тенинче чăнлăх пурах. Пирĕн хушăмăрта тĕрлĕ отрасльте куллен пысăк тăрăшулăхпа палăракансем, çавсемех нумай мероприятие активлă хутшăнакансем, сахаллăн мар. Вĕсемех пĕтĕм пушă вăхăтне общество аталанăвне параççĕ. Унашкаллисемшĕн сăмах пăтти пĕçересси ют, мĕншĕн тесен кирек мĕнле ĕç илемлĕ сăмахсенчен пĕлтерĕшлĕрех.

Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» сахал яваплă обществăн компани президентне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Юрий Алексеевич Попова пирĕн округри халăх панă сăмаха яланах конкретлă ĕçпе çирĕплетнĕшĕн хисеплет. Çула май палăртсах хăварар: Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн 2025 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн ентеше агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Юрий Попов 40 çул ытла урăх округра ĕçлет пулин те, тăван тăрăхран нихăçан та уйрăлман. Вăл унăн аталанăвĕпе тăтăшах интересленет, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Елчĕксем тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те çулсерен ăнăçлă ĕçленине палăртать вăл.

Хăй, паллах, ку тĕлĕшпе эталон. Шăпах çĕршыв шайĕнчи наградăна тивĕçни те — унăн пархатарлă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ.

Юрий Алексеевич пĕр ыр кăмăллăх мероприятийĕнчен те пăрăнса юлмасть. Юлашки тапхăрта ку ĕç Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе çыхăннă. Унсăр пуçне ачасемпе çамрăксен спортне аталантарассине те сахал мар укçа-тенкĕ хывать Раççей спорт мастерĕ. Хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăра çулсерен кире пуканĕ йăтакансен, пирĕн округра хоккеистсен турнирĕсене йĕркелет. Лаш Таяпара шкулпа юнашар паянхи требованисене тивĕçтерекен спорт площадки, икĕ ялта пластикран тунă хоккей коробкисем хута яни те унăн тăрăшулăхĕпе çыхăннă. Сывă пурнăç йĕркине анлă пропагандăлакан иккĕмĕш ыйтăва ĕçе кĕртесси Тимченкăсен «Ырă пăр» фончĕпе пĕр чĕлхе тупнăран май килнĕ. Пуçаруçă çавăн пекех уйрăм командăсене ытти регионти ăмăртусене кайса килме пулăшать. Хăй вĕреннĕ тăван шкулне те манмасть ыр кăмăллăх тĕлĕшĕнчен.

Юрий Алексеевичăн ĕçĕ-хĕлĕн пысăк пайĕ депутат тивĕçĕпе çыхăннă. Суйлавçăсен кулленхи ыйтăвĕсем, тĕрлĕ проект-программа, ĕçлĕ тĕл пулусем, пĕлтерĕшлĕ мероприятисем… Чылай чухне «пăра вырăнтан тапратни» кирлĕ.

— Тăван округра ырă ĕçсене çул парассинче эпир пĕр командăпа — округ ертỹлĕхĕпе, Патшалăх Канашĕнчи юлташăмпа Петр Красновпа, округ кураторĕпе — Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Алевтина Федоровăпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, — кăмăлтан пĕлтерет Юрий Алексеевич. — Хăш-пĕр ыйтупа министерствăсемпе ведомствăсенче темиçе хутчен те пулма тивет. Округ территорийĕнчи автомобиль çулĕсене тĕпрен юсас тĕлĕшпе, акă, строительство, транспорт, финанс министерствисемпе çирĕп çыхăну йĕркелерĕмĕр. Ĕç ăнса пырсан вара чун савăнать.

Юлашки 3-4 çул хушшинче кăна халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртес енĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Уйрăмах, Юрий Попов палăртнă пек, автоçулсене юсасси тата çĕнĕрен тăвасси курăмлă.

Елчĕк-Курнавăш автоçул япăхланни хăй вăхăтĕнче çăмăл машинăсемпе çỹрекенсене тарăхтарнă та пулĕ. Юрий Попов депутат хăй те çỹремен мар ку маршрутпа. Шутланине пурнăçа кĕртме хăнăхнăскер, асăннă проблемăпа та «лава вырăнтан хускатнă». Пĕлтĕр çулăн 3,7 километрне асфальт сарма май килнĕ. Подрядчик — «Эльбрус» сахал яваплă общество сметăра палăртнине вăхăтлă тата тулли пахалăхпа пурнăçланă. Юрий Алексеевич автоçулăн малалли пайне, Ĕнел ялĕнчен пуçласа «Крахмал завочĕ» чарăну таранччен, юсассине те хăйĕн тимлĕхĕнчен кăларман: иртнĕ кунсенче ĕçе кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Расхутланă сумма — 7638768,44 тенкĕ.

«Эльбрус» предприяти халĕ тепĕр объекта та йĕркене кĕртессине хăйĕн çине илнĕ: «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçул хĕрринчен пуçласа Кỹлпуç ялне кĕриччен 1485 метра (10868429 тенкĕлĕх) асфальт сарма пуçланă. Ăна округра иртекен Акатуйччен вĕçлесшĕн.

Юрий Алексеевич, çул-йĕр строительствипе чăнласах тĕллевлĕ ĕçлекенскер, тăван ялне те тимлĕхсĕр хăвармасть. Кунти Николаев, Овражная, Октябрьская урамсене 930 метр çĕнетнĕ — 4368871 тенкĕлĕх. Ял çыннишĕн рехет халĕ.

Контрактсемпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи çулсене тĕпрен юсассишĕн «ДПМК Яльчикское» ООО яваплă. Предприяти рабочийĕсем Комсомол урамĕнчи 12-мĕш çуртран пуçласа 30-мĕш çурт таран 460 метр хытарнă çул (1438822 тенкĕлĕх) сарассине вĕçленĕ. Черетре — «Елчĕк-Кĕçĕн Таяпа» автоçулăн округ центрĕнчи Çурçĕр урамне 878 метр тротуар сарасси тата çутă йĕркелесси. Ĕçе кĕртмелли укçи-тенкине уйăрнă ĕнтĕ: 21385530 тенкĕ.

Хамăрăн депутат çине тăрса тимленипе кăçалах «Елчĕк — Канаш» автоçула Тĕмер чарăнăвĕнчен тытăнса округ чикки таран тĕпрен çĕнетĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов пуçарăвĕпе тата тăрăшулăхĕпе пурнăçа кĕртнĕ е кĕртекен ытти объект та сахал мар. Округри халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕм чун хавалĕпе ĕçлекене тав тăвас, малашне те ăнăçу сунас килет.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code