Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çула тухрĕ автоклуб

Çула тухрĕ автоклуб

Ахаль автобус мар, сцена йĕркелеме майлă, тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă транспорт.

«Культура» наци тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Яркое лето Чувашии» проекчĕсемпе килĕшỹллĕн куçса çỹрекен нумай функциллĕ мобильлĕ центрпа культура ĕçченĕсем ялсене тухса çỹреççĕ. Клуб çук ялсенче халăха савăнтарма питĕ меллĕ вăл.

Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсемпе Лаш Таяпари «Сударушки» ансамбль иртнĕ кунсенче Кушкă, Çĕнĕ Пикшик ялĕсене çитсе килнĕ. Вĕсемпе пĕрле юрă-кĕвĕ десантне чăваш эстрада юрăçи Валерий Димитриев та хутшăнма май тупнă. Маларах сцена ăстисем Питтĕпелĕнче пурăнакансен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code