Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнчи 92-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн çамрăксене патриотла воспитани парассинче пысăк тỹпе хывнăшăн тата общество ĕçĕнчи активлăхшăн Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Çĕршывăн ывăлĕсем» Регионсем хушшинчи обществăлла организаци членне Роберт Петрович БАРАНОВА (Елчĕк) Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.
ххх
Ял хуçалăх облаçĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Эмметево» сахал яваплă обществăн техник-осеменаторне Светлана Николаевна ЗАХАРОВĂНА «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Победа» сахал яваплă обществăн механизаторне Владимир Иванович КОЗЛОВА «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятсем панă.
ххх
Ачасене тивĕçлĕ воспитани парассине тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн пилĕк ача амăшне Эльвира Ильинична СМИРНОВĂНА (Курнавăш) Чăваш Республикин Амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе наградăланă.

