Шырав отрячĕсен хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне илме конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Ĕçсене 2025 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа августăн 22-мĕшĕччен памалла. Гранта шкул ачисен тата çамрăксен шырав отрячĕсем илме пултараççĕ. Мĕнле документсем хатĕрлемеллине ятарлă порталта çырса кăтартнă. Аса илтеретпĕр: республикăра Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче Олег Николаевăн пуçарăвĕпе грантсен виçине тата шутне ỹстернĕ.

