Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ кĕнеке

Çĕнĕ кĕнеке

Çулсем иртнĕ май пирĕн халăх кăтартнă паттăрлăх чапĕпе сумĕ ỹссех пырать. Ырă малашлăхшăн пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр ирсĕр тăшманпа вирлĕн çапăçнă кашни ветеран умĕнче пысăк парăмра эпир.

Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă тата тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă салтаксене асра тытасси — пирĕн тивĕç. Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмлă, çавăнпа та çитĕнекен çамрăк ăрăва пирĕн вăрçă тискерлĕхне ăнлантармалла. Аслă Çĕнтерĕве мĕнле хакпа туптанине манăçа кăлармалла мар.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа Владимир Плотников таврапĕлỹçĕ «Листая страницы Великой Победы» кĕнеке кăларма вăй çитернĕ. Кĕнеке Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографинче пичетленсе тухнă. Çак кĕнеке — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Аслă Пăла Тимешри ентешсем çинчен кĕскен илсе кăтартнă астăвăм кĕнеки. Кĕненеке хатĕрлеме тĕрлĕ çĕртен материалсем пуçтарнă. Кунта чи малтан 1996 тата 2005 çулсенче кăларнă Чăваш республикин «Астăвăм» кĕнекисенчен илнĕ фронтовиксен хушамачĕсем кĕнĕ. Унсăр пуçне «Колхоз ялавĕ» хаçатăн 1991 çулхи 93, 94 номерĕсенче пичетленнĕ кăларăмсем, «Подвиг народа», «Память народа» сайтсенчи документсем, фронтовиксен тăванĕсем панă сăнỹкерчĕксемпе çырусем, шкул музейĕнче упраннă материалсем те кĕнĕ. Автор асăннă сайтсене усă курса вăрçă хыççăн тĕрлĕ çĕрте пурăннипе «Астăвăм» кĕнекене кĕмен ентешсем çинчен те тупса палăртма пултарнă. Кунсăр пуçне фронтовиксен çывăх тăванĕсем çырнă статьясене те илсе кăтартнă.

Астăвăм кĕнекине Владимир Михайлович Аслă Пăла Тимешри ялти тăван тавралăх музейне тата библиотекăна парнеленĕ. Тĕплĕнрех кĕнекепе ял библиотекинче, музейра паллашма е авторпа çыхăнма пултаратăр.

В.ТИМЕШ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code