Вăрăмхăва ялĕнчи Виталий Смирнов та 82 çул каялла çав кун çуралнă.

Вăл та пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Трактористсен курсне пĕтернĕ, виçĕ çул Совет Çарĕн ретĕнче тăнă. 1956-1967 çулсенче — «Хунав» хуçалăхăн колхозникĕ, 1967-2004 çулсенче — «Слава» колхоз тракторисчĕ. Çитĕнĕвĕсене кура ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (1973), «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» (1965) медальпе наградăланă.
Виталий Зиноновичпа Ксения Егоровна 60 çул пĕр сукмакпа утнă, виçĕ ача çитĕнтернĕ. Паян кил хуçи 5 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнук ытамĕнче.
Паллă кунпа ĕнерхи çĕр ĕçченне ГСВГ ветеранĕсен округри канашĕн ертỹçи Николай Павлов саламланă, «Аслă Çĕнтерĕве — 80 çул» асăну медалĕпе, республикăри организацин Хисеп хучĕпе чысланă.
Ĕç ветеранне ялти клуб активисчĕсемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан «Атлант» клуб членĕсем те тимлĕхсĕр хăварман.
Л.КАЗНАЧЕЕВА.

