Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кам çĕнетĕ рекордсене?

Кам çĕнетĕ рекордсене?

Çулсерен, апрель уйăхĕн варринче, çуллахи спорт сезонĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен ăмăртăвĕпе уçăлать. Çак тата ытти чупу тупăшăвĕсенче рекордсене палăртса пырасси иртнĕ ĕмĕртех йĕркеленнĕ. Акă, 1965 çулта 1000 метра чупассипе Акчелти Анатолий Ястребов районта чи лайăх вăхăт кăтартнă – 2 минут та 59 çеккунт. Тепĕр çичĕ çултан, каярахпа СССР чемпионĕ пулса тăнă Николай Григорьев, çак рекорда 27 çеккунт таранччен лайăхлатма пултарнă.

1500 метрлă дистанцире Алексей Агеев /Аслă Елчĕк/ кăтартнă вăхăт — 4,57 — паян та улшăнусăр. 2 çухрăма ăнăçуллă парăнтарасси вара çĕнелсех пынă: Л.Евдокимов /Елчĕк/, ун хыççăн Олег Александров /Анатри Тимеш/, малалла – Александр Адюков /Аслă Елчĕк/. Курнавăш шкулĕнче вĕреннĕ Дмитрий Васильев 2004 çулта асăннă дистанцире çĕнетнĕ рекорда /6,01,01/ вара никам та «тĕкĕнеймен» хальлĕхе. Ăна вăл Серафим, Николай тата Валерий Григорьев спорт мастерĕсен ячĕпе Ĕнелĕнче иртнĕ ăмăртура «çырса хунă». Александр Васильев /Кивĕ Эйпеç/ 3 км кросра Н.Григорьевăн рекордне çĕнетнĕ. Çакă та интереслĕ: каярахпа çамрăк атлет Николай Борисович патĕнче ăсталăха туптанă, çурма марафонсенче çĕнтерсе «Тĕнче класлă спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Курнавăшра вĕреннĕ Нĕркеç каччи Михаил Кротов вара Александрăн çитĕнĕвне 10 çеккунт лайăхлатнă: 8 минут та 52 çеккунт.

Çитĕннисем хушшинче тĕрлĕ çулсенче Владимир Муравьев /Çирĕклĕ Шăхаль/, Михаил Скворцов /Петровка/, Николай Адюков /Елчĕк/ кроссменсем пысăк кăтартусемпе палăрнă. Хĕрсемпе хĕрарăмсен йышĕнче районти спорт летопиçне çаксем кăтартуллă çырăнса юлнă: А.Чернова, Н.Барсова, Г.Барсова /Çĕнĕ Пăва/, Л.Воробьева, Г.Тязюкова /Лаш Таяпа/, Валентина Охотина /Лазарева/ /Ĕнел/, Елена Яшина /Кÿлпуç/.

Паллах, кроссенчи кăтартусене тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿме пултарать.Çапах та ăсталăхпа ăнтăлу пирки иккĕленÿ çуках — çак енсене кура вăйлисем районăн спорт историне çырăнса юлнĕ та ĕнтĕ.

Николай АДЮКОВ,
спорт ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code