Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти педагогсемпе вĕренекенсем округра йĕркелекен акцисене хастар хутшăнаççĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çывхарса килнĕ май коллектив Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчи шкулсем валли канцеляри таварĕсем тата ытти вĕренỹ хатĕрĕ пуçтарнă. Вĕсене çывăх вăхăтра гуманитари конвойĕпе вырăна илсе çитерĕç.

