Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем пысăкланнă май республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ тỹлевсем тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курас ыйтупа кăсăкланать.
Чăваш Енĕн Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшỹллĕн граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемелли виçе çемьен пĕрлехи тупăшĕн 22 процентĕнчен иртсен субсиди илме пултараççĕ. Субсиди виçине палăртнă чухне çемьен пĕрлехи тупăшне, регионăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕн стандартне, кашни муниципалитет валли уйрăммăн çирĕплетнĕскере, тĕпе хураççĕ. Граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлекен виçе пĕлтерĕшлĕ мар. Çемьен пĕрлехи е пĕччен пурăнакан çыннăн тупăшне субсиди илмешкĕн ăна пама ыйтса çырнă уйăх умĕнхи ултă календарь уйăхĕшĕн палăртаççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлеме 5300 çемьене субсиди панă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче çемье пуçне панă укçан вăтам виçи 1,5 пин тенкĕпе танлашнă. 2025 çулта пулăшăвăн çак тĕслĕхĕ валли республика бюджетĕнче 340,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

