Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мототехника — тетте мар

Мототехника — тетте мар

Ялсенчи урамсенче ачасемпе çамрăксем тĕрлĕ транспорт хатĕрĕсемпе «ĕрĕхтерсе» çỹренине хăнăхнă ĕнтĕ. Анчах ку хăнăху тахçанах тарăхăва куçнă.

Елчĕк урамĕсемпе уйрăмах йышлă чупаççĕ мотоциклистсем. «Курăрах: манăн кăна кун пекки!» тенĕн. Кунĕпе çывăрнă хыççăн 16-17 сехетсенче пуçлаççĕ шăплăха аркатма. Унта та кунта электросамокатпа çил хăвалакансем те пур. Çул-йĕр правилисене пăхăнасси çук — çул варрипех пыраççĕ.

Ялсене питбайк куçса пырать. Вăл спортинвентарь шутланать, спорт трюкĕсем тумалли, ятарлă ăмăртусенче тупăшмалли хатĕр.

Ачасем руль умне ларса инкеке лекесрен сыхланас тĕллевпе ПАИ ĕçченĕсем профилактика операцийĕсем те, рейдсем те ирттереççĕ. Сыхлăха çирĕплетме республикăра тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Водитель прависĕр çамрăксене бензин сутма чарассине вăя кĕртсе пыраççĕ. «Татнефть»: «Лукойл» заправкисенче çак чарăва чылай çĕрте кĕртнĕ те.

Кăçалхи 7 уйăхра республикăра 511 инкек пулнă. Шел, ача вилнĕ тĕслĕх те пур. Инкек тỹснисенчен 5-шĕ — 6 çулчченхи шăпăрлансем, 31-шĕ — 7-11, 20-шĕ — 12-16 çулсенче. 16 çул тултарман ачасем çул çинче шар курнă тĕслĕхсем ытларах Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Елчĕк округĕсенче пулнă. 6 тĕслĕхре инкексемшĕн ачасем хăйсем айăплине палăртнă.

Кирек мĕнле пулсан та яваплăх чи малтанах çитĕннисем çине тиенет. Çул çитмен ачисемшĕн вĕсем яваплă. Ашшĕ-амăшĕ ачине илсе панă мототехника вĕсен укçи-тенкипех чупать, расхучĕ те пĕчĕк мар-тăр. Çавна май ачан кулленхи катаччийĕ хурлăха ан çаврăнтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code