Иртнĕ кунсенче Лаш Таяпа ялĕнче Василий атте (Василий Дмитриевич Дмитриев) пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 60 çул çитнине асра тытса пĕлтерĕшлĕ, асра юлмалли мероприяти иртрĕ. Тĕл пулăва Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ вырăнти чиркỹ настоятелĕ Силуан иеромонах пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Паллă священника хисеплесе асăнма вăл прихут çыннисене, ялта пурăнакансемпе Василий атте тăванĕсене йыхравланă.
Пуçтарăннисем малтан пурте пĕрле Василий атте вилтăпри çине çитсе курчĕç — вăл Лаш Таяпа масарĕнче канлĕх тупнă. Кунта Силуан атте хăйĕн ĕçтешĕпе пĕрле кĕлĕ ирттернĕ самант та нумайăшĕн чун-чĕринче тарăн йĕр хăварчĕ.
Тĕл пулăва килсе çитнĕ Василий аттен мăнукĕ — Наталья Владимировна Шевцова та ун пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Масар çинче пулнă хыççăн хăнасем чиркỹ территорийĕнче вырнаçнă культура еткерлĕхне упракан, Канаш епископĕ Преосвященнейший Стефан пилĕпе 2014 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче уçăлнă Чăн Тĕн музейне çитсе курчĕç. Турра парăннă çынсене халалланă Чăн Тĕн музейĕнчи Василий аттене халалланă кĕтес çак çулсенче тата нумай çĕнĕ материалпа пуянланнине те курса ĕнентĕмĕр.
Олеся ЛУКИЯНОВА.
Редакцирен: Лаш Таяпари хальхи çĕнĕ чиркỹ çумĕнче икĕ Асăну хăми вырнаçтарнă, пĕри шăпах чăн çĕрти Василий пачăшкă ячĕпе хисепленет. Василий атте 1871 çулта Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă, чиркỹ çумĕнчи шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн Чĕмпĕрти шкулта — И.Я.Яковлев патĕнче ăс пухнă. Патриарх сĕннипе ăна тĕн семинарине вĕренме илнĕ. Ун хыççăн Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Матак ялĕнче священник пулса ĕçлеме тытăннă. Синкерлĕ шăпа пачăшкăн ĕмĕтне татнă, 1929 çулта ăна арестленĕ — ссылкăна янă. Василий атте 1965 çулта вилнĕ. Хальхи вăхăтра Силуан (Козлов) иеромонах вилнисене асăнмалли тĕрлĕ кунсенче тата Василий пачăшкă çуралнă, вилнĕ кунсенче те ял çыннисене пуçтарса масар çинче лития ирттерет.

