Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче «Профессионалитет» проектпа килĕшỹллĕн строительство енĕпе вĕрентỹпе производство центрĕ уçăлнă. Проекта пурнăçлама вĕрентỹ учрежденийĕ 100 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. 20-шер миллион тенкĕ регион бюджечĕпе предприяти-партнерсем уйăрнă. Техникумра туса ирттернĕ ĕçсемпе Пĕлỹ кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллаштарнă.
— Çакă пирĕншĕн питĕ сумлă пулăм, çакнашкал темиçе «Профессионалитет» ĕçлет ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри — икĕ-виçĕ çул та. Вĕсене йĕркеленине кура ачасем техникумсемпе колледжсене хаваспа вĕренме кĕни куçкĕрет. Студентсем пахалăхлă пĕлỹсĕр пуçне вĕреннĕ вăхăтрах лайăх шалу илме пултараççĕĕ. Кунта вĕренекен ачасем профессионалсем пулни пире те, студентсене те, вĕрентекенсене те пысăк шанăç парать, — палăртнă Олег Алексеевич.
«Профессионалитет» проектпа килĕшỹллĕн колледжсемпе техникумсен никĕсĕ çинче предприяти-партнерсем укçа хывса вĕрентỹ кластерĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем студента çĕнĕ йышши хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентнипе уйрăлса тăраççĕ.

