Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалланă декада иртнĕ май хăш-пĕр кăтартусемпе паллаштарни кăсăклă пулма кирлĕ.
Республикăра ĕçлемелли çулсенчен аслăрах çынсен шучĕ 284 пинпе танлашать — Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕн 24,5 проценчĕ. 5,7 пинĕшĕ — 90-99 çулсенчи ватăсем. 90 çын вара 100 çултан каçнă. Чи ваттисем — Етĕрне округĕнчи Иван Ермолаев тата Вăрнар тăрăхĕнчи Евдокия Афанасьева. Регионта çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ халĕ 73 çулпа танлашать. 2030 çул тĕлне çак кăтартăва 77, 68 çула çитерме тĕллев лартнă.

