Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçлăх — чун савăнмалăх

Ăнăçлăх — чун савăнмалăх

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем: «2025 çулхи вырма ĕçĕсем», «Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем».

Асăннă тата ытти хăш-пĕр ыйтăва тишкерес тĕллевпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова Елчĕкри газ участокĕн тата тĕп больницăн ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва илес пулсан, округра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 23206 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку вăл — республикăри чи пысăк кăтарту. Елчĕксем регионти тыр-пулăн 1Ỹ10 пайне туса илеççĕ: пỹлмене ăна пĕтĕмпе 97,7 пин тонна хывнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Çĕрпỹсемпе (81) Вăрнарсем (63,9). Хĕрлĕ Чутайсен вара кăтартăвĕ чи пĕчĕкки: 14,2 пин тонна.

Пĕр гектартан тухнă вăтам тухăçпа эпир — 3-мĕш (42,1 центнер). Красноармейски (44,1) тата Шупашкар округĕсене (42,7) çитекенсем çук. Республика кăтартăвĕ 36,3 центнерпа танлашать пулсан, ку рейтинга 8 округ кĕме пултарнă. Улатăрсем пỹлмене чи сахал пурлăх хывнисем — пĕр гектар пуçне 24,1 центнер çеç.

Кăçал çĕр улми тухăçлăхĕ те питĕ пысăк. Ăна пĕр гектартан 369,5 (иртнĕ çул — 285,4) центнер алла илнĕ. Чăваш Енри цифрăсем чылай пĕчĕк: 287,7 (249,5) центнер…

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисене пуçласа Шупашкарта 2023 çулта ирттернĕ. Халĕ ăна çул сиктерсе йĕркелĕç. Кăçал спортсменсем тата ытларах килнĕ. Çакă, паллах, республика ят-сумне ỹстерет.

Спорт уявне пĕтĕмлетсе Олег Николаев çакна палăртнă:

— Спортсменсене пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, çĕнтерỹ патне талпăннăшăн тав тăватăп. Хăвăр тĕслĕхĕрпе эсир çамрăксене спортпа туслашма, çĕнтермешкĕн ăнтăлма хавхалантаратăр. Чăваш Енри спортсменсемпе уйрăмах мăнаçланас килет: пирĕн тăватă пăхаттир ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Кашнине чунтан саламлатăп — эсир Раççей командин çитĕнĕвне тỹпе хыврăр тата республика ятне çĕклерĕр.

Çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пилĕк Елчĕк каччи тупăшнă, вĕсенчен Евгений Абрамовпа Давид Крысов тата Александр Федоров (уйрăм статьяра вулăр) пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Денис Иванов (Елчĕк) паха очкосем панă. Калас пулать, Раççей команди пĕтĕмĕшле кăтартупа 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Спорт вăййисен тĕп судйи, Раççейри Кĕрешỹ искусствисен союзĕн директорĕ Рамиль Габбасов çапла каланă: «Паян тупăшусем вĕçленчĕç, эпир килсене саланатпăр. Чăн-чăн уяв кăмăл-туйăмне вара пĕрле илсе каятпăр. Чăвашла «Пĕрле» тенĕ пек çакна эпир пĕрле турăмăр»…

Пĕрлехи информкуна хутшăннă ертỹлĕх хăйсем пулнă коллективсен кулленхи ĕç-хĕлне те хак панă. Округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алевтина Львова ертсе пыракан участокра 31 çын тăрăшать. Кашнийĕ вĕсенчен хăйĕн тивĕçне çỹллĕ шайра пурнăçлать. Республикăра ăшă парассине сентябрĕн 26-мĕшĕнче пуçланă пулсан, пирĕн округри социаллă учрежденисенче хĕл умĕнхи ырлăха 13 кун маларах туйса илнĕ. Газовиксем паянхи кун округри 82 котельнăйне пăхса тăраççĕ, унсăр пуçне уйрăм хуçалăхсене те тимлĕхре тытаççĕ. Газ ыйтăвĕпе çыхăннă документацие тивĕçлĕ йĕркелесси, хăрушсăрлăх требованийĕсене çирĕп пăхăнасси, тирпейлĕхпе хăтлăхшăн тăрăшасси вĕсемшĕн кулленхи хăнăхнă ĕç. Леонард Васильевич «кăвак çулăм» ырлăхĕпе тивĕçтерекенсене хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Ертỹлĕхрен ăшă сăмахсем сывлăх сыхлавçисемпе иртнĕ тĕл пулура та пулчĕç. Алина Васильева тĕп тухтăр команди çуллахи тапхăрта «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшỹллĕн чылай яла çитсе çĕр-çĕр çынна йышăннă. Пациент мар, медицина ĕçченĕ хăй ун патне пыни пĕрремĕшшĕн чăннипех çăмăллăх.

Ку вăл вăхăтлăх акци мар. Мобильлĕ бригада аякри ялсене тухса çỹрессине малалла тăсать…

Алевтина Федоровăпа Леонард Левый уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code