ÇЕМЬЕ ФЕСТИВАЛĔ. Шупашкарти «Волга» спорт комплексĕнче иртнĕ спорт уявне пирĕн округран тỹрех 3 команда хутшăннă. Пилĕк вăйăран «Спорт скакалки» дисциплинăра Афанасьевсем (Тип Тимеш) 1-мĕш позицире çирĕпленнĕ. «Классикăра» 3-мĕш пулнă Мудрецовсем (Елчĕк) командăсен пĕтĕмĕшле зачечĕпе те бронза медаль çĕнсе илнĕ. Тăватă тата ытларах çынлă командăсенчен Елчĕкри Портновсемпе танлашакан тупăнман.
МАС-РЕСТЛИНГ. Елчĕкри Спорт çуртĕнче йĕркеленĕ ăмăртура 100 ытла шкул ачи округра мала тухассишĕн кĕрешнĕ. Командăсен йышĕнче Елчĕксем, Çĕнĕ Пăвасем, Лаш Таяпасем çĕнтернĕ пулсан, уйрăм атлетсенчен ылтăн медальсене çаксем çĕнсе илнĕ: М.Купташкина, А.Федорова, М.Макарова (Çĕнĕ Пăва), С.Сабитова, В.Усанова, А.Игнатьев (Лаш Таяпа), Н.Фомкин, М.Горшков, Б.Ершов (Елчĕк), А.Лисицын (Кушкă).
ГТО. Округ администрацийĕн ĕçченĕсем хăйсен тĕп тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланисĕр пуçне, сывă пурнăç йĕркине мала хурассинче те ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Тĕрлĕ пайсенче вăй хуракансем пĕр кун хушшинче 6 теста парăнтарнă. Уйрăмах 60 метра чупасси, алăсемпе пĕшкĕнсе авăнасси килĕшнĕ вĕсене.

ТАКТИКА ВĂЙЙИ. «Чикĕ» ятпа «ЧЕ паркра» йĕркеленĕ ăна. Командăсен йышĕнче — округсенчи ĕçлекен çамрăксем. Спортсменсен 16 тапхăртан тăракан чăрмавсене парăнтарма тивнĕ, дистанцийĕ вара — 2,5 çухрăм. Елчĕксен «Çамрăклăх» команди унта 3-мĕш вырăн йышăннă. Пултаруллисен ячĕсене пĕлтерме те кăмăллă. Вĕсем: Ольгăпа Андрей Мудрецовсем, Ирина Плотникова, Алексей Захаров, Дмитрий Трофимов.

