Округ центрĕнче — Юбилейная урамра юлташсемпе, çывăх çынсемпе тĕл пулса апатланмалли, канмалли вырăн — «Семейное кафе» уçăлнă. Вăл малашне ялта пурăнакансемпе Елчĕк тăрăхне хăнана килекенсемшĕн юратнă вырăн пуласси иккĕлентермест.
Обществăлла апатланăвăн çак çĕнĕ вырăнĕ ял инфраструктурине аталантарма, ачаллă çемьесене хăйсен кану вăхăтне кирлĕ пек йĕркелеме майсем туса парĕ.
Кафере пĕр харăс 80 çын ларса апатланма пултарать. Интерьер та хăйне евĕрлĕ — кунта килекен кашни çын килти пекех ăшăлăхпа хăтлăха туйса илĕ. Иртнĕ кунсенче савăнăçлă лару-тăрура кафене уçма хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый çакна палăртса каланă:
— Çĕнĕрен уçăлнă кафе округра пурăнакансене савăнăç кỹнипе пĕрлех халăх ыйтăвне пахалăхлă тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк шайри обществăлла апатлану заведенийĕ пулса тăрасса шанатăп.
Çавăн пекех Леонард Левый кафе хуçине — Алексей Александрова бизнес ĕçĕнче палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме суннă.

