Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кадрсен резервне кĕртĕç

Кадрсен резервне кĕртĕç

Республикăн «Управленецсен команди — 2025» конкурсăн çĕнтерỹçисемпе финалисчĕсене чысланă.

Унта хутшăнма бизнесран, культура, наука, вĕрентỹ учрежденийĕсенчен 72 заявка тăратнă. «Çак конкурс пулас Чăваш Ен валли кадрсем хатĕрлеме пулăшать. Унта хутшăнакансен проекчĕсем çамрăксен хутлăхĕсене йĕркелессинчен тытăнса цифрăласси таранах пырса тивеççĕ. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакан Денис Андреевăн «АтăлТех» проекчĕ ыттисенчен самай уйрăлса тăрать, наукăна, вĕрентĕве, бизнеса пĕрлештерет. Конкурса малашне те йĕркелĕпĕр. 25 финалиста республикăн кадрсен резервне кĕртĕпĕр, вĕсем экспертсен канашĕн ĕçне тата йышăнусем кăлармашкăн хутшăнма пултараççĕ», — тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code