Ноябрĕн 4-мĕшĕнче — Халăх пĕрлĕхĕн тата Хусанти Турă Амăшĕн иконĕн кунĕ. Тỹскел ялĕн престол уявĕ те.

Культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ мероприяти хăйĕн пĕлтерĕшĕпе округ шайĕнче пулнă, мĕншĕн тесен унта кил хуçисем çеç мар, таврари ялсенчен те чылаййăн пуçтарăннă. Вĕсене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен республикăри «Доблесть» организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Дмитрий Судаков, Елчĕкри Çветтуй Александр Невский чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей саламланă, Раççей халăхĕ яланах пĕрлĕхпе çирĕп пулнине палăртнă. Уяв сумлăхне чыслав саманчĕ те ỹстернĕ. Колхоз производствин хастарне, вăрçă ачине Ардалион Данилова «Аслă Çĕнтерĕве — 80 çул», округри волонтерсен пысăк ушкăнне «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медальсемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă.Уяв юрă-кĕвĕсĕр мар, паллах. Халăха «Шуçăм», «Тускил» (Тỹскел), «Тарават» (Елчĕк), «Илем» (Патреккел) ансамбльсем пĕрин хыççăн тепри патриотла тата тăванлăх юррисемпе килентернĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков та хăйĕн хайлавĕсене шăрантарнă май халăхпа пĕрле пулнине çирĕплетнĕ.

