Ял хуçалăх министерствинче ĕне выльăх ĕрчетекен, сĕт е аш-какай туса илекен çемье фермисене аталантарма хушма грант илме заявкăсем йышăнаççĕ.
Республика Правительстви кăçал тата 2 грант пама, 36 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Вăл икĕ фермер валли, ĕне ферми тума. Грант виçи проект хакĕн 60 процентĕнчен иртме пултараймасть. Министерство заявкăсене раштавăн 2-мĕшĕччен йышăнать.

