Ял хĕрарăмĕ, ĕлĕкхилле калашле, хресчен кăна мар паян. Вĕрентекен те, тухтăр та, бухгалтер та… Ĕрĕхекен лашана чарма та, çунакан çурта кĕме те пултарать.

Чăннипех урăхла вĕсем, ял хĕрарăмĕсем. Çĕршыв историйĕнчи пĕтĕм пулăм витĕр тухнăскерсем: кулак тесе тĕп туни те, революцисемпе вăрçăсен синкерне чăтса ирттерни те хуçайман вĕсене. Тепĕр чухне хĕрарăм ĕçĕ курăнмасть те, унсăрăн вара кил-хуçалăхĕ те тытăнса тăраймасть.
Паян Раççейри ялсенче 21 миллион ытла хĕрарăм пурăнать. Пин-пин тĕрлĕ шăпа…
Тăрăм ялĕнче пурăнакан Маргарита Алексееван пурнăç урапи те хăйне уйрăммăн куснă. 1948 çулта Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче учительсен çемйинче çуралса ỹснĕ вăл. Ашшĕ, Иван Петрович Антонов, вăрçă витĕр тухнă. Ун хыççăнхи йывăр тапхăра ачапча та туйнах. Тăхăнмалли те темех пулман. Хĕлле — фуфайка, урара çулла — резина атă е сандали. Иккĕмĕшне ăна перекетлĕ тыткаланă-ха, вылянă вăхăтсенче çарран чупма тăрăшнă. Çемьере асли пулнăскерĕн йăмăкĕпе икĕ шăллĕшĕн те яваплăх ỹснĕ.
Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен Маргарита 2 çухрăмри Ураскилтри вăтам шкула çỹреме пуçланă. Вĕренỹре те, обществăлла ĕçсенче те тантăшĕсемшĕн — ырă тĕслĕх. Юрлассипе те тĕлĕнтернĕ вăл.
1970 çулта Элĕк хĕрĕ Мускаври пир-авăр институтне вĕренме кĕрет. Никам пулăшăвĕсĕр. Кайран Шупашкарта ĕçлес тĕллев тытнă вăл. Çав çулсенче унти пир-авăр комбинатĕнче 16 пине яхăн çын ĕçленĕ. Анчах саккунĕ хальхи пек пулман çав. Çĕнĕ специалистăн направленипе янă вырăнта 3 çултан кая мар ĕçлеме тивнĕ.
Çапах та пурнăçăн хăйĕн пăрăнăçĕсем те пур. Юлашки курсра Маргарита Шупашкар-Мускав пуйăспа вĕренỹ заведенине кайма тухнă. Аялти сентрене вырнаçнăскер чỹречерен çут çанталăк илемне сăнаса, станцисен ячĕсене вуласа пырать. Иккĕмĕш сентререн пĕр каччă куç илмесĕр сăнать ăна. Калаçу пуçарчĕç, паллашрĕç. Каччă Сочине канма каять иккен.
1975 çул. Аслă шкулти вĕренỹ вĕçленĕвĕ. Хайхи çав каччă, çỹлти сентре çинчи, тăра парать. Чечексем, парнесем, шỹт. Пикене ĕçлеме кайма Оренбургри пурçăн пир комбинатне направлени панă. Сывпуллашу каçĕ хыççăн йĕкĕт дипломлă хĕре хăйĕн тăван ялне — Тăрăма илсе килет. Çийĕнчех ял Канашĕнче çырăнаççĕ. Тепĕр кунĕнчех Маргарита Мускава вĕçтерет. Хăйĕн пурнăçри улшăнăвĕ пирки пĕлтернĕ май ăна хальхинче Шупашкарти пир-авăр фабрикине кайма направлени параççĕ. Унта та каймасть вăл, «Рассвет» колхоза тĕп экономиста илеççĕ ăна. 2005 çулччен пĕр улшăнмасăр çак должноçра тăрăшать хĕрарăм.
Хуçалăх шав малалла аталаннă. 1977,1978 çулсенче ял хуçалăх продукцине туса илессинчи экономика кăтартăвĕсемпе республикăра 1-мĕш вырăна тухнă, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тата МТЗ-80, МТЗ-82 тракторсене тивĕçнĕ. Ун чухне 100 гектар çĕр пуçне 672 центнер сĕт, 168 центнер аш-какай туса илнĕ. 1990, 1991 çулсенче асăннă сферăра каллех малти. Хальхинче ĕç коллективне РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе, «КАВЗ» маркăллă автобуспа тата УАЗ-490 çăмăл автомашинăпа чысланă. 1991 çулта ДТ-75 трактор, 2000 çулта 50 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте пахча çимĕç те, тымар çимĕç те нумай туса илнĕ. Кашни культура 120 гектара яхăн йышăннă. Районта çĕнтернĕшĕн хуçалăх пĕр хутчен мар куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялава, И.А.Михайловский ячĕллĕ «Ылтăн пучах» кубока çĕнсе илнĕ. Маргарита Алексеевăна вара 1993 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Маргарита Ивановнан мăшăрĕ те, Михаил Михайлович, хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ: механик пулнă вăл. Шел, вăраха кайнă чир ăна вăхăтсăр çĕре илсе кĕнĕ.
Рита инкепе Миша тете пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян ватă хĕрарăм вĕсен тата мăнукĕсен ĕçри, вĕренỹри тата спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
Геннадий ВЛАДИМИРОВ.
Архангельск — Тăрăм.
Сăн ỹкерчĕкре: Маргарита Алексеева çамрăк чухне.

