Елчĕкри «Улăп» ФОКра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен ăмăртăвне йĕркеленĕ.
Пирваях вĕсене округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев, инвалидсен округри уйрăмĕн председателĕ Людмила Анисимова, РФ Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров саламланă, общество ĕçне хастар хутшăнакансен пысăк йышне Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Пуçтарăннисенчен чылайăшĕ хăйсене ултă тĕрлĕ спорт вăййинче тĕрĕсленĕ. Пьедестал çине хăпарнисене дипломсемпе медальсем парса хавхалантарнă.

