Спорт вунă кунлăхĕ округра тĕрлĕ мероприятипе пуян пулнă.
Хоккей (виçĕ турнир), мини-футбол (3), ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, волейболистсен, теннисистсен турнирĕсенче 50 ытла команда вăй виçнĕ. Вĕсене, тĕпрен илсен, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене, физкультурăпа спортра тỹпе хывнисене асăнса йĕркеленĕ. Чи массăлли — Владислав Лепешкин юстици лейтенантне халалланă футболçăсен ăмăртăвĕ: 15 команда! Географи тĕлĕшĕнчен те анлă — ентешсемсĕр пуçне кубокшăн унта ытти округри тата Тутарстанри çамрăксем те тупăшнă.
Сергей Миллин майор ячĕпе иртнĕ хоккей турнирĕ вара приз фончĕпе — чи пуянни. Çĕнтерỹçĕне 30 пин, призерсене 25, 20 пин тенкĕ укçан хавхалантарнă.
Хăш-пĕр шкулсенче ГТО нормисене пурнăçлассипе тăрăшса тимленĕ.
Чылай спорт мероприятине хутшăнакансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый хăй саламланă.

