Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырăс поэзийĕпе хавхаланнă

Вырăс поэзийĕпе хавхаланнă

«Турхан Хĕветĕрĕн пултарулăхĕ чăваш поэзийĕн малтанхи утăмĕсенче тата аталанăвĕнче çап-çутă йĕр хăварнă», — палăртнă чăваш литературин тĕпчевçи, сăвăç, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Геннадий Юмарт. Ăсчах чăвашсен пирвайхи лирикĕсенчен пĕри чăваш поэзине çĕнĕ жанрсем кĕртнине çирĕплетнĕ.

Турхан Хĕветĕрĕ (Федор Васильевич Турхан, 13.2.1876-1.3.1932) Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Турханта çуралнă. Пурнăçне тăван ялĕнче ирттернĕ, харпăр-хăй хуçалăхĕнче тăрăшнă. Тăван ялĕнчен виçĕ çухрăмри вулăс центрĕнчи — Курнавăшри 4 класлă пуçламăш шкулта пĕлỹ пухнă хыççăн урăх вĕренмен.

Унăн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи, XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи 32 сăвви упранса юлнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне пиччĕшĕ — Турхан Яккăвĕ 1897 çулта, ку манăн шăллăм сăввисем тесе ăнлантарса Н.И.Ашмарина пани паллă. Сăвăçа поэзие алла илме «Варуççи» поэма авторĕ хавхалантарни куç кĕретех. Пиччĕшĕн сăввисемсĕр пуçне Хĕветĕр чăваш халăх юррисенчен, вырăс классикĕсен поэзийĕнчен пултарулăха вĕренсе пынă.

Поэтăн «Юмăç» сăвви 1903 çулта «Чăваш календарĕнче» пичетленнĕ. Чылайăшĕ «Революцичченхи чăваш литератури» кĕнекере 1984 çулта кун çути курнă. Ыттисене 2001 çулта «Виçĕ Турхан — пĕртăван» кĕнекене кĕртнĕ.

Хăйĕн сăввисенче Турхан Хĕветĕрĕ икĕ ĕмĕр чиккинчи чăвашсен йăли-йĕркине, ĕçне-хĕлне, шухăш-кăмăлне чылай енчен ỹкерсе хăварнă. Халăх пурнăçĕнчи социаллă хирĕçỹсене сăвăç сахал асăрхать-ха, çапах çынлăхшăн çирĕп тăнă поэт тĕрлĕрен тĕрĕс марлăха курмасăр иртмест. Чылай сăвăра ырăпа усал вăйсен кĕрешĕвне ỹкерсе парать. Ỹсĕре, мухтанчăк-вĕçкĕне питлесе çырнине те çав шутах кĕртмелле. Гражданла лирикăпа пейзаж хайлавĕсемсĕр пуçне сăвăçăн философипе юрату лирики енне туртăнакан тĕслĕхсем те пайтах. Вĕсенче автор çынлăхпа тискерлĕх, çамрăклăхпа ватлăх, туслăхпа тăванлăх çинчен шухăшласа каять, юратура вара пĕр-пĕрне хисеплеме чĕнет.

Вырăс классикĕсен хайлавĕсемпе шкулта вĕреннĕ вăхăтрах паллашнă ахăр поэт, вĕсенчен сăвă тытăмне йĕркелеме, сăнар калăплама вĕренсе пынă. Унăн «Йĕплĕ йывăç», «Виçĕ çерçи» юптарăвĕсенче И.А.Крылов витĕмĕ уçăмлă сисĕнет. Çак хайлавсем пирĕн поэзири ку формăпа çырнă малтанхи хăйне евĕрлĕ тĕслĕхсем шутланаççĕ.

Хăй вăхăтĕнче поэтăн чылай сăвă йĕркисем Н.И.Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» кĕрсе юлма ĕлкĕрнĕ.

Сăвăсем çырнипе пĕрлех обществăлла ĕçре те активлă пулнă Турхан Хĕветĕрĕ. Унăн пуçарăвĕпе ялта 1912 çулхи çулла шкул уçас тĕллевпе пуху ирттернĕ. Унта уезд центрĕнчен — Теччĕрен пуçлăхсем килнипе пĕрлех кỹршĕ ялсенчи халăх та пухăннă. Çав çулхи октябрьтех Турхан ялĕнче, Аверкий Емельянов хресченĕн çуртĕнче 4 çул вĕренмелли шкул уçăлнă. Шкула ялтисемпе пĕрлех кỹршĕ ялсенчен те, мĕнпурĕ 25-30 ача таран çỹренĕ. Поэт хĕрĕ Клавдия Федоровна Смирнова (1912-2009) аса илнĕ тăрăх Хĕветĕр хăй те пĕр вăхăт çак шкулта вĕрентнĕ.

Федор Васильевич Турхана районти пайщиксем Чувашселькредитсоюзăн 1924 çулхи февралĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ пухăвне кайма суйланни пирки те каласа панăччĕ хĕрĕ. Килтен аякка урăх ниçтах та тухса çỹремен поэт. Ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшса çирĕп хуçалăх йĕркеленĕ, каярах çавăншăн инкек курнă та. Тарçă тытман пулин те ăна кулак тесе айăпланă, Улатăр тăрăхне лагере янă. Унта, вăрман хатĕрленĕ вăхăтра, касакансем йăвантаракан йывăç айне пулса вилнĕ. Клавдия Федоровна аса илнĕ тăрăх 1932 çулхи хĕлле яла лагерьте унпа пĕрле ларнă, сасартăках питĕ хытă чирлесе ỹкнĕ кỹрши таврăннă. Хĕветĕрĕн пиншакне, ун çумне пăрланса хытса ларнă юнпа тата пуç мимипе пĕрле илсе килнĕ. Çав пиншака вара сăвăçăн вилнĕ ỹчĕ вырăнне ял масарне пытарнă. Хĕветĕрĕн таса ятне 1995 çулта анчах тавăрнă.

«Турхан Хĕветĕрĕн пултарулăхĕ тăван литература историйĕнче хисеплĕ вырăн йышăнать», — тесе палăртнă Шупашкарта «Калем» издательствăра 2001çулта пичетленсе тухнă «Виçĕ Турхан — пĕртăван» кĕнекере.

Евгений ТУРХАН.
Хусан хули.

Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать…

Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать,
Тăри сасси хир тăрăх янăрать.
Çеçкесен çийĕнче çил варкăшать,
Унăн сасси лăпкă çеç вăр тăвать.

Тăри сасси çỹлте ян-ян каять,
Çил вĕрсессĕн, çиле май илтĕнет.
Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вăр тăвать,
Эпĕ, çỹлелле пăхсассăн, курăнать.

Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă,
Мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест.
Сăвви пулмасан та, вăл кăмăллă,
Илтсен, чĕрем шухăшсăр тỹсеймест.

Юрă

Лăсĕ, илемлĕ хурăн тикĕс çĕрте,
Пĕр турачĕ те — пĕр илем.
Пирĕн савнă тантăш çакă килте,
Пĕр лăп сăмахĕ те — пĕр илем.
Лăс хурăн турачĕ кăчăксăр мар,
Пирĕн савнă тантăш ăссăр мар.

Турхан Хĕветĕрĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: пĕр тăван Яков, Федор, Андрей Турхансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code