Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсем

Ĕç сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсем

2026 çулта ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн законĕсенче хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.

Январĕн 1-мĕшĕнчен производствăра усă куракан пĕтĕм харпăр хăйĕн хỹтлĕх хатĕрĕсен сертификачĕ пулмалла: QR-код кăтартăвĕ, хăçанччен усă курмаллин тата туса кăлараканăн даннăйĕсем.

Мартăн 1-мĕшĕнчен обязательнăй йĕркепе психика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеттерессине ĕçе илекен панă направленине тата медицина кăтартăвĕсене кура кăна йĕркелĕç.

РФ Ĕç министерстви хими, энергетика, сăрт-ту промышленноçĕсенчи предприятисенче корпоративлă культурăн хăрушсăрлăхĕн тытăмне вăя кĕртесшĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code