Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тутарстанран — ăнăçупа

Тутарстанран — ăнăçупа

Пăва хулинче ТР тава тивĕçлĕ тренерне С.А.Нафикова асăнса йĕлтĕрçĕсен районти черетлĕ ăмăртăвне ирттернĕ.

Елчĕк тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем — Александр Головин (1-мĕш вырăн), Давид Головин, Софья Афанасьева (2-мĕш), Ульяна Обручкова (3-мĕш) унтан пурте медальсемпе таврăннă.

Пултаруллă йĕлтĕрçĕсем çитĕнỹсемпе лăпланса ларман, Шăмăршă округĕн 45-мĕш хĕллехи олимп вăййисенче каллех старта тухнă. Ултă округ спортсменĕсен хушшинче Александрпа Софья çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, Ульяна хальхинче те бронза медаль хуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code