Ĕненекенсемпе ытти çынсем ыйтнисене ăнлантарса каланисем.
Чиркĕве кайма епле хатĕрленмелле?
Ыйхăран вăрансассăн, ачашланса выртмасăр, тỹрех тăмалла, канăçланса ирттернĕ çĕршĕн, ỹкĕнсе пурăнма çĕнĕ кун панăшăн Турра тав тумалла. Вара çăвăнса тасалмалла; шухăш-кăмăлпа тасалса, çывăх çынсемпе пĕлĕшсене пурне те каçарса çăмăлланмалла. Унтан, Турă çинчен çеç шутласа, ирхи кĕлле пĕтĕмпех вуласа тухмалла. Кĕлтунă хыççăн Евангелин, апостолсен çырăвĕсенчен хăшне те пулин пĕрер сыпăк вуламалла, унтан Псалтирь кĕнекерен е пĕр-пĕр кафизмăна, е псаломне вуласа тухсан аван. Ирхи кĕлле хыпаланса вуличчен вĕсенчен пĕр-пĕр кĕллине пит ỹкĕнсе, анчах васкамасăр вулани усăллăрах.
Килтен тухиччен çапла каламалла: «Шуйттанран, унăн мăнкăмăллăхĕнчен, ăна ĕçлесе пурăнассинчен уйрăлатăп. Эй Христос Туррăмăр, Санпа пĕрлешетĕп, Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе. Аминь».
Сăхсăх та, никамран, нимрен хăрамасăр, чиркĕве кай.
Урам урлă каçнă чух çул çине хĕрес хурса: «Эй Турăçăм, ырă çул пилле, усалсенчен сыхласа пыр мана», — тесе каламалла.
Чиркĕве çитичченех: «Эй Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере», — тесе васкамасăр, майĕпен кĕлтуса пымалла.
Чиркĕве кĕлтума каяканăн мĕнле тăхăнмалла?
Хĕрсемпе арăмсен шăлаварпа, ытла кĕске кĕпе е юбка тăхăнса, пит-куçа пĕветсе, тутана сăрласа тата тутăр çыхмасăр (пуçа витмесĕр) чиркĕве кĕме юрамасть, арсен вара чиркĕве кĕрес умĕн карттус, шлепке, çĕлĕк таврашне хывмалла.
«Христос çыннин мĕн пĕлмелле?» кĕнекерен.

