Чăваш Енре телефонпа, интернет урлă мошенниксен вăлтине камсем ытларах çакланнине пĕтĕмлетнĕ.
Статистика палăртнă тăрăх, преступниксем никама та тиркемеççĕ: улталаннисен йышĕнче — тĕрлĕ çулти, тĕрлĕ социаллă ушкăнри çынсем. Ытларах — 30-50 çулсенчи арçынсем. 2-мĕш вырăнта — çак çулсенчи хĕрарăмсем. Анчах укçа çухатăвĕн калăпăшĕпе пенсионерсем малта, çулланнă хĕрарăмсем пушшех ултавçăсене шанаççĕ. 2025 çулта çак категори пĕтĕмпе 300 миллион тенке яхăн çухатнă. Вăхăтлăх ĕçлемен çынсем шулĕксене 100 млн яхăн тенкĕ «парнеленĕ». Хурлăхлă статистикăра студентсем (40 млн тенкĕ), хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем (34,7 млн), декрет отпускĕнчи хĕрарăмсем (25,5 млн), педагогсем (24,9 млн), шкул ачисем те (6,8 млн тенкĕ) йышлă.

