Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ура шыçăнать

Ура шыçăнать

Ĕçре кунĕпе компьютер умĕнче ларатпăр. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕлелле ура хырăмĕсем шыçăнаççĕ. Çакăн пек ан пултăр тесен мĕн тумалла-ши?

Businesswoman taking off high heels shoes after work at home. Woman massaging feet after hard day at work

Чи малтан çакна каламалла: сирĕн тăварлă апатран тата эрехрен пăрăнма тăрăшмалла. Тăвăр пушмакпа çỹремелле мар. Ун пеккине тăхăнсан юн начар çỹрет. Ларса ĕçлетĕр пулсан тăхтавсем тумалла: ура тĕпне çавăрмалла, хускатмалла, пỹрнисене аялалла-çỹлелле вылятмалла. Чĕркуççине хуçлатмалла-тỹрлетмелле. Коридора тухса утса çỹремелле. Картлашка тăрăх аялалла, çỹлелле утни аван. Урана массаж тума та ỹркенмелле мар. Компрессиллĕ чăлха, колготка, гольф тăхăнмалла. Ĕç хыççăн тĕрлĕ хускану, калăпăр, «хачă» тата «велосипед» тумалла, контрастлă душ кĕмелле. Ишмелле, аэробикăна каймалла.

Ура шыççине ирттерме петрушка тымарне вĕтетмелле, 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тымара 500 мл тин вĕренĕ шыв ямалла. Çĕрĕпе лартмалла. Ир енне сăрăхтармалла, темиçе пая пайласа ĕçмелле. 5 чей кашăкĕ йĕтĕн вăррине пĕр стакан шыва ярса 20 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла, пĕчĕккĕн ĕçмелле.

Асăрхаттарни: халăх мелĕсемпе сипленме тытăниччен тухтăрпа канашлама ан манăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code