Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйхă çукки тертлентерет

Ыйхă çукки тертлентерет

Ыйхă килменнипе аптăратăп. Çывăрманни питĕ начар пулăм. Тепĕр кунне ĕçлеме вăй çук, кăмăл начар. Кун пек чухне халăх медицини мĕн сĕнет-ши?

Чỹречесене хулăн чаршавпа кармалла: çывăракан пỹлĕмре сĕм тĕттĕм пултăр. Пĕр вăхăтра выртма тăрăшмалла. Çывăриччен пỹлĕме уçăлтармалла. Ыйхă тĕнчине путиччен 30 минут маларах телевизора сỹнтермелле. Ванна кĕмелле, ăшă сĕт е курăк чейне пылпа ĕçмелле. Каçхи апат вăхăтĕнче нумай çимелле мар. Сысна какайĕнчен тата тĕтĕмленĕ çимĕçсенчен пăрăнма тăрăшăр. Сĕтел çинче сыр, шăккалат, эрех-сăра ан пултăр. Сĕт апатĕнче, мăйăрта, пулăра, бананра магни пур. Вăл нерв тытăмне лăплантарать, тĕртĕмсене çемçетет. Йывăр утиялпа витĕнсен ыйхă лайăхрах килет. Çывăрса кайма пулăшакан курăксем: валериана, матрỹшке (душица), лаванда, мелисса, пĕтнĕк (мята), пион, чĕре курăкĕ (пустырник), чапăр курăкĕ (чабрец), эмел курăкĕ (ромашка аптечная), хыт курăк (шалфей), хăмла (хмель).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code