Округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Истори астăвăмĕ» проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме тивĕçлĕ обществăлла канашĕн членĕсем пухăннă.
Кăçал «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти федераци шайĕнче парти проекчĕсене старт панă. Вĕсен шучĕ — 25. Елчĕк муниципалитет округĕнче кашни направленипе тимлессинче ятарлă ушкăнсем йĕркеленĕ.
«Истори астăвăмĕ» парти проекчĕн тĕллевĕ, Татьяна Филимонова муниципаллă координатор каланă тăрăх, Раççейĕн историпе культура еткерлĕхне упрасси, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси, историллĕ фактсене пăсса кăтартнă тĕслĕхсене хирĕç кĕрешесси, вăрçă ветеранĕсене социаллă пулăшу кỹресси.
Обществăлла канаш председателĕ Ольга Мудрецова кĕскен ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри — Çĕнтерỹ диктанчĕ, ăна çырма апрелĕн 24-мĕшĕнче кашниех хутшăнма пултарать.

