Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эрех-сăра сиенлĕ те, хăрушă та

Эрех-сăра сиенлĕ те, хăрушă та

Алкоголизм хăрушă чир иккенне кашниех пĕлет, апла пулин те эрех-сăра патне çав-çавах аллине тăсать. Унăн сиенĕ калама çук пысăккине тепĕр хут аса илтерес килет.

Ун пирки çак фактсем çирĕплетеççĕ: алкоголь сусăрлăх тата вилĕм патне илсе çитерет; вăл çын психикине япăх витĕм кỹрет; эрех-сăрапа туслă çын асăрханулăха çухатса ерекен чир-чĕре — сăмахран, туберкулеза, ВИЧ-инфекцие, СПИДа — «çаклатма» пултарать; пĕр стакан типĕ эрех те пуç мими ĕçне 12-15 кунлăха хавшатать; алкоголизм çынна хăй çине алă хурасси патне илсе çитерме пултарать; тăтăшах эрех-ханша ĕçекен вăхăтсăр ватăлать, ун ĕмĕрĕ 12-20 çул таран кĕскелет; алкоголь ар туртăмне чакарать; алкоголизм çулĕ çине тăнă хĕрарăмăн çие юлмасса та пултарать; алкоголь шĕвекĕсенче этил спирчĕ пурри нумай чухне нерв системин параличĕ патне илсе çитерет; нумай ĕçекенĕн хусканăвĕ (координация движения) пăсăлать; алкоголь, наркотик пекех, нумай ĕçекен çынна унсăр тăрайми тăвать; мухмăрлă çыннăн алкоголь психозĕ (белая горячка) пуçланма пултарать; çынна вĕлересси ытларах ỹсĕрле пулать; хĕрарăмсен организмĕ эрехе арçынсеннинчен 4 хут хăвăртрах хăнăхать, çавăн пек çемьесенче ачасем 5 хут вăйлăрах йывăрлăха кĕрсе ỹкеççĕ; алкоголизм ачана ашшĕ-амăшĕнчен куçать; çак чир халăха пĕтерет; алкоголь ачан характерне начар витĕм кỹрет; алкогольпе наркăмăшланни — вăхăтсăр вилĕм сăлтавĕ; алкоголь хĕрарăма вăхăтсăр ватăлтарать, пулас ачан сывлăхне (пурнăçне) пысăк сиен кỹрет, апат ирĕлтерекен органсене сиенлет, пĕвер циррозĕ патне илсе çитерет, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне аркатать, пỹрен йывăр чирĕсене аталанма «пулăшать», пуç мимин юн çаврăнăшне юрăхсăра кăларать, сперма çине начар витĕм кỹрет; алкоголь çемьене аркатать тата социаллă статуссăр хăварать; ăна пула хĕрарăм килти чурана çаврăнать; хĕрĕ умĕнче алкоголик ашшĕн идеалĕ пĕтет.

Ĕçмелле е çук — кашнин хăйĕн суйлавĕ, анчах та алла сăра-эрех кĕленчи тытиччен шутламалла: хамăр сывлăха пĕтернисĕр пуçне çывăх çынсен пурнăçне хăрушлăх умне кăларса тăратмастпăр-ши?

Н.ПОЛИКАРПОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code