Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Çĕнтерỹ кунĕ — мĕн пур уявран та аслă та мăнаçлă, сăваплă. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çапса аркатса Çĕнтерỹ тунăранпа 81 çул çитнине уявлатпăр. Çĕнтерỹ кунне эпир кашни çулах пурте хумханса тата савăнса кĕтсе илетпĕр.

Шел пулин те, паянхи кун округра пĕр сывă вăрçă ветеранĕ те çук. Иртни пирки сăн ỹкерчĕксем, ал çырăвĕсем е хаçат-журналта пичетленнĕ статьясем анчах аса илтереççĕ. Çак 1995 çулта тунă сăн ỹкерчĕкре Элекçей Тимеш ялĕнчи ветеран-фронтовиксем сăнарланнă. Сулахайран сылтăмалла кайри ретре: культура çурчĕ умĕнчи вăрçăран таврăнайман ветеран-фронтовиксене халалланă палăк умне Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 50 çул çитнине паллă тума пуçтарăннă Геннадий Дмитриевич Гурьянов, Петр Яковлевич Голубцов, Петр Дмитриевич Кузьмин, Михаил Петрович Пятаков, Моисей Васильевич Алюкин, Георгий Ионович Ильин, Алексей Иванович Никитин, Иван Петрович Петров, Дмитрий Яковлевич Никифоров, Петр Афанасьевич Егоров шкул ачисемпе пĕрле.

Борис ПЯТАКОВ архивĕнчи сăн ỹкерчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code