Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитĕнỹсем курăмлă

Çитĕнỹсем курăмлă

Елчĕк муниципалитет округĕнче спорта юратакансем йышлă. Çакна пирĕн тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем округра тата ун тулашĕнче иртекен ăмăртусене тăтăшах хастар хутшăнса çитĕнỹсем тунинчен куратпăр.

Спорт мероприятийĕсем календарь çулне çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн пыраççĕ. Иртнĕ çула пĕтĕмлетес пулсан, 2025 çулта округра пурĕ 68 спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ, унта 2310 çын хутшăннă. Округ командисем çавăн пекех республика шайĕнче иртнĕ 36 ăмăртăва хутшăннă. Елчĕк халăхĕ кире пуканĕ йăтма, йывăр атлетикăна, армрестлинга, хоккей вăййине тата кĕрешме кăмăллать. Кире спорчĕ енĕпе пирĕн муниципалитет республика шайĕнчи рейтингра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Йывăр атлетика енĕпе округăн пĕрлештернĕ команди те рейтингра — пĕрремĕш. Пĕлтĕр массăллă разрядсене 312 спортсмен пурнăçланă, вĕсенчен 3-шĕ Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçрĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн 38 спортсменĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин сумлă йышĕнче тăрать. Çакна та палăртса хăварар. Округĕпе илсен физкультурăпа тата спортпа туслă пурăнакансен шучĕ 2025 çулта 8925 çынпа танлашнă (ку енĕпе республикăра 5-мĕш вырăнта). Спорт бази çулран-çул лайăхланса пыни те пысăк витĕм кỹрет кунта, ку енĕпе те эпир — 5-мĕш. Пурĕ 10 хоккей площадки пур пирĕн, вĕсенчен — 6-шĕ пластик бортсемпе. 9 йĕлтĕр трасси, 13 спортзал, пĕр бассейн, футбол уйĕллĕ тата 50 вырăнлă трибунăллă пĕр искуственнăй стадион, 29 футбол уйĕ, 9 волейбол площадки халăх сывлăхне çирĕплетме май параççĕ. Пĕрремĕш спорт разрячĕн спортсменĕсен шучĕпе Елчĕксем Чăваш Енре 1-мĕш картлашка çинче тăраççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пурнăç пахалăхне ỹстернипе пĕрлех сывлăха çирĕплетме те май парать. Çавăнпа та вулакансене физкультурăпа спорта юратма чĕнсе каласшăн.

Петр СМИРНОВ,
А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕн инструкторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code